Хăнара - "Чарланпа" "Кăйкăр"

7 Ака, 2014

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче Космонавтика кунне халалласа Александр Мовчан ĕçĕсен "Чарланпа" "Кăйкăр" пирĕн патра хăнара" выставки уçăлать. Вăл - Наци музейĕпе Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Асăну комплексĕн пĕрлехи проекчĕ. Экспозици Совет Союзĕн Геройĕсем Андриян Николаевпа унăн мăшăрĕ Валентина Терешкова чăваш çĕрĕ çинче пулнă тапхăра сăнлĕ. Куравра "çăлтăрлă мăшăрпа" тĕплĕ паллаштаракан халĕччен ниçта та пичетленмен тата кăтартман сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарнă. Вĕсенчен ытларахăшне космонавтсем 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче республикăри промышленноç объекчĕсене çитсе курнă чухне тунă.

 

Рубрика: