Пулăхлă çĕре сиенленĕшĕн

7 Ака, 2014

Çĕре сиен кÿнĕшĕн хуракан штрафсен виçи ÿснĕ. Ку тĕлĕшпе йĕркене пăснине юлашки вăхăтра тăтăшах курма пулать. Çĕрĕн пулăхлă сийне тăпрапа хуплса, бетон е асфальт сарса, йывăç хатĕрлесе, йывăр тиевлĕ транспортпа çÿресе, каяшпа вараласа юрăхсăра кăлараççĕ. Строительство ĕçĕсем пынă чухне те сиенлеççĕ.

Тăпра пулăхлăхне пĕтернĕшĕн, сиенлĕ хутăшсемпе тата каяшсемпе тĕрĕс мар усă курса çĕре сăтăр тунăшăн уйрăм çынсене малтан 1,5-2 пин тенкĕ, должноçрисене тата предпринимательсене 3-4 пин, организацисене 30-40 пин тенкĕ тÿлеттерсе явап тыттарнă. Пулăхлă сие ирĕк ыйтмасăр илнĕшĕн е урăх çĕре турттарнăшăн тата та сахалрах тÿленĕ. Административлă йĕркене пăснипе çыхăннă кодекса улшăнусем кĕртнĕ хыççăн уйрăм çынсенчен 3-5 пин, должноçрисенчен – 10-30 пин, предпринимательсенчен – 20-40 пин, организацисенчен 40-80 пин тенкĕ шыраса илеççĕ.

 

Рубрика: