Владимир Яковлева асрах тытаççĕ
7 Apr, 2014 | Спорт

Елчĕк районĕнче паттăрсене манмаççĕ. Вĕсене халалласа сăвă хайлаççĕ, стенд хатĕрлеççĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Лаш Таяпа ялĕнче Владимир Яковлева асăнса пиçиххипе кĕрешес енĕпе турнир иртнĕ. Владимир Петрович Афган вăрçине хутшăннă, Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерĕ.

Мероприятие Владимирпа пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, вĕрентекенĕсем, Чечняра тата Афганистанра çарта пулнисем хутшăннă. Кавир çине Тутар республикинчи Çĕпрел районĕнчи, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти, Елчĕк районĕнчи спортсменсем тухнă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова турнирăн тĕп йĕркелÿçине - Владимир Яковлевпа пĕр класра вĕреннĕ Владимир Меметова, ялти шкул, культура çурчĕн командисене хастарлăхпа палăрнăшăн тав тунă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе, медаль-кубокпа тата укçан премисемпе хавхалантарнă.

А.ГРОМОВА