27 Юпа, 2014

Океан леш енче

Пĕлтĕр эпĕ «Work and Travel USA» программăпа Америкăри Айдахо штатĕнче ĕçлерĕм. Айдахо - Лăпкă океанăн çурçĕр анăçĕ, штат Канадăн Британи Колумбийĕ провинцийĕпе чикĕленет. Эпĕ пурăннă хула - Кер-д’Ален (Ker-d’Alen). Ячĕ ку тăрăхра пурăннă индей йăхĕнчен юлнă, «Йĕп чĕри» тенине пĕлтерет.

27 Юпа, 2014

"Çур çĕр иртни пĕрреччен "Ирхи кăмăл" валли çын шыранăччĕ"

Кунсеренех вăл чăваш халăхне ырă ир сунать, хаваслă кăмăл парнелет. Кăнтăрла каллех ăшă саламсем вуласа, илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарса радио итлекенсен чун-чĕ­рине ăшăтать. Çынсен пурнăçне çутă кĕртмех çуралнă тейĕн вăл çĕр çине.

27 Юпа, 2014

Пугачев туприсем

1773 çулхи çу уйăхĕ. Хусан тĕрмине хупса хунă Емельян Пугачев ирĕке тухса тарма мехел çитерет. Турккă вăрçинче хорунжий (пехотăри подпоручикпе, утлă çарти корнетпа танлашать) званине илнĕ, Балти тăрăхĕнче, Çĕпĕрте тĕнче каснă хастар казак Яик (Урал) юхан шывĕ çине вĕçтерет.

27 Юпа, 2014

Йĕрке пĕрре: паха тата хăвăрт!

Чăваш Ен наци телевиденийĕ 3 çул çак йĕркене тĕпе хурса ĕçлет. «Çĕр хут илтиччен пĕр хут курнине нимĕн те çитмест», - теççĕ халăхра. Ку каларăша наци телевиденийĕн лозунгĕ тесех йышăнмалла.

25 Юпа, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕ” № 43 /861/ 25.10.2014

- Литература çулталăкне литературăсăр кĕтсе илмĕпĕр-и?
- Сĕтел айĕнче... тăватă хĕр çывăрнă.
- Инкек халăха яланах пĕрлештерет.
- Океан хĕрринче канас тенĕччĕ пĕрехинче.
- Çамрăк йывăсене хĕл каçма витмелле-и?
25 Юпа, 2014

Валерий ЯКОВЛЕВ: «Куракан хĕлхемĕ вăй парать»

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев 75 çул тултарчĕ. Кашни тĕл пулмассерен чĕлхе пуянлăхĕпе, анлă тавра курăмĕпе, чун илемĕпе тыткăнлать вăл. Унпа калаçса тăранма çук.

25 Юпа, 2014

Литература çулне... литературсăр

“Хыпарăн” черетлĕ номерĕнче палланă çын сăн ÿкерчĕкне куртăм та, кăсăклă пулса кайрĕ - мĕнпе чапа тухнă-ха 10 çул шкул сукмакне пĕрле такăрлатнă тантăшăм? Ара, хаçатра пули-пулми çырмаççĕ вĕт - е лайăххипе палăрнисене мухтаççĕ, е начарришĕн тиркеççĕ. Чăн та, пĕччен марччĕ-ха хайхи, ушкăнпаччĕ. Шел, лайăххи мар-мĕн... Çивĕч ыйту хускатнă Элĕк районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем - малашне ачасем тăван сăмах пуянлăхне эрнере пĕр е икĕ сехет кăна шĕкĕлчĕç.

Pages