23 Юпа, 2014

Яваплисем çывăраççĕ те...

Çавăнпа çулсене юр хĕвет

Кун йĕркинчи ыйтусем те самай йышлă пулчĕç-ха та, çапах ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ тăсăларах кайни урăххипе сăлтавланчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирхине Муркаш тăрăхĕнче пулнă - унтан кăмăлсăрланса таврăнни сисĕнчĕ. Кăмăлне пăснă хăш-пĕр саманта вăл ларура та çĕклерĕ. Тĕрĕссипе, çакă пĕтĕм ларăва витĕм кÿнĕн те туйăнчĕ: темиçе министра пайăррăн сăмах тиврĕ - служба тĕрĕслевĕсем ирттерме хушни таранах.

23 Юпа, 2014

Чĕлхесĕр наци пурăнаймасть

Çамрăксен театрĕнче ача-пăча наци драматургийĕн регионсен хушшинчи лаборатори-форумĕ уçăлнă. Унăн ертÿçи - театр критикĕ, искусствоведени кандидачĕ, Раççейри чылай хулара тĕрлĕ семинар йĕркеленĕ Ирина Мягкова.

23 Юпа, 2014

Аллея туслăха çирĕплетĕ

Патăрьелсене энергетиксем пысăк парне кÿчĕç. «РусГидро» АУО тата унăн тытăмне кĕрекен Чăваш энергосбыт компанийĕ укçа-тенкĕпе пулăшнипе Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те чи пысăккисен шутĕнчи тутар ялĕпе, Шăнкăртампа, юнашар Туслăх аллейине хывнă.

23 Юпа, 2014

Ăçта эсĕ, кĕрĕк ăсти?

Тĕллевлĕ программа отрасле тĕревлĕ

Ку ыйту юлашки çулсенче çĕр-шывĕпех калаçтарать. Шухăша яраканни - иртнĕ 20-22 çулта сурăх йышĕ, унран продукци туса илесси палăрмаллах чакни.

23 Юпа, 2014

«Тыр-пул тухăçĕ - ял çыннин канăçсăрлăхĕ»

«Çăкăртан асли çук», - тесе ахальтен каламан ваттисем. Сĕтел çине те ытти апат-çимĕçе лартиччен чи малтанах çăкăрпа тăвар лартаççĕ. Çăкăр - пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Вăл авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», - тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ырă сунса.

23 Юпа, 2014

«Пĕлÿ парас ĕçре хамăрăн навигатор пулмалла»

Сарă çÿçлĕ те илемлĕ çак вĕрентекене курмассерен тавралăх çуталса кайнăн туйăнать. Ку хутĕнче тата кĕрхи ăмăр çанталăкчĕ те - пушшех. Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен Екатерина Михайловна Владимирова пирки сăмахăм.

Pages