Атăлçи мул-тупри

28 Чÿк, 2014

Ылтăн кимĕ

Атăлçи вăрă-хурахĕсем халăх асĕнче хăрушла романтиксем пулса юлнă: мĕн чухлĕ юрă-сăвă хывнă вĕсем çинчен! Степан Разинпа Ермак Тимофеевич хыççăн чи паллă пиратсенчен пĕри - Галаня (Галанка) атаман, Галактион Григорьев.

27 Юпа, 2014

Пугачев туприсем

1773 çулхи çу уйăхĕ. Хусан тĕрмине хупса хунă Емельян Пугачев ирĕке тухса тарма мехел çитерет. Турккă вăрçинче хорунжий (пехотăри подпоручикпе, утлă çарти корнетпа танлашать) званине илнĕ, Балти тăрăхĕнче, Çĕпĕрте тĕнче каснă хастар казак Яик (Урал) юхан шывĕ çине вĕçтерет.

29 Çу, 2014

Асамланă-юмланă пуянлăх

1942 çул. Сталинград çапăçăвĕ. Нимĕç авиацийĕ тапăнăвĕ вăхăтĕнче бомбăсем Атăлăн çÿллĕ çыранне аркатса тăкаççĕ. Ишĕлнĕ çĕр айĕнче ретлесе хунă авалхи чугун тупăсем курăнса каяççĕ.

28 Пуш, 2014

Çухалнă хысна

Ылтăн Урта саланса кайсан Атăлçи тăрăхĕн стратеги пĕлтерĕшĕ хăрушла ÿсет. Геополитика ыйтăвĕ пĕрре: Атăл кам аллинче - çавă çĕнĕ патшалăх чăмăртать. 1551 çул. Хусан-Мускав хирĕç тăрăвĕ юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕппипех пăчланать. Ылтăн Урта вырăнне Раççей çĕкленет, Мускав патшин самани çитет.

28 Нарăс, 2014

Китеж

Хальхинче ярăмра ылтăн-кĕмĕл пирки кăна сăмах пымасть темелле. Чун-чĕм мулĕпе çыхăннă вăрттăнлăх пирки те шухăшăм. Вырăнĕ вара Чăваш Енрен инçе те мар, Чулхула облаçĕн Мари Эл республикипе чикĕленекен Воскресени районĕнчи Раççей ахах-мерченĕ шутланакан Светлояр – Çут кÿлле аса илер («яр» çармăсла «кÿлĕ» пĕлтерĕшлĕ).