Комментари хушас

29 Çу, 2014

Асамланă-юмланă пуянлăх

1942 çул. Сталинград çапăçăвĕ. Нимĕç авиацийĕ тапăнăвĕ вăхăтĕнче бомбăсем Атăлăн çÿллĕ çыранне аркатса тăкаççĕ. Ишĕлнĕ çĕр айĕнче ретлесе хунă авалхи чугун тупăсем курăнса каяççĕ. Взрыв пĕр туппин кĕпçине салатнăран унăн ăшĕнчен ылтăн сулăсем, хăлха çаккисем, çĕрĕсем, ĕнчĕ (жемчуг) эрешсем, ылтăн-кĕмĕл юхса тухать. Мул-тупрана е Атăл хурахĕ­сем, е Степан Разин пытарнă тесе шухăшлаççĕ совет салтакĕсем. Тупăсене йăлтах чавса кăларма хăтланакансем те тупăннă – усси тухман: шăннă тăпрана хускатайман. Çитменнине çак вырăна нимĕçсем персех тăнă. Авиаци тепĕр тапăнăвĕнче чугун тупăсем каллех çĕрпе хупланнă та куçран çухалнă. Кайран вара йĕри-таврана юр хÿсе лартнă. Часах нимĕç çарне «хурана» чикес операци тытăннă.

Çак ĕç-пуçа каласа параканĕ – 1 рангри капитан Г.Бессонов. Каярахпа совет салтакĕсем мул-тупрана чавса кăларас тенĕ, анчах авалхи тупăсем çыранта хăш тĕлĕрех пулнине те тупайман. Сталинград çапăçăвĕ чухне курăнса илнĕ ылтăн-кĕмĕл чăнахах та Степан Разин пытарнă мул-тупра пулма пултарнă. Мĕншĕн тесен атаман «ытлашши» пуянлăхне кивĕ тупă кĕпçисен ăшне чиксе пытарма юратнă.

Степан Разин мул-тупри пирки сăмах-юмах питĕ нумай. Песковатовка сали патĕнче вăл ылтăн-кĕмĕл те ахах-мерчен тултарнă пысăк карапа шыв айне пытарнă тет. Шатрашан сали патĕнчи çĕр хăвăлта вара чи пысăк мул-тупра пытаннă имĕш. Атăл çинчи Наçтук тăвĕ те мул-тупраллă. Казаксен атаманĕ, пăлхавçăсен ертÿçи ылтăн тултарса путарнă карапсен-кимĕсен, мул-тупра тултарнă çĕр хăвăлĕсен шучĕ те çук темелле Атăлçире – Аçтăрхантан тытăнса Жигули тăвĕсем таран пытарса тухнă вĕсене!

Хавхасенче Степан Тимофеевичăн сăнарĕ асамлă, вăл – хăватлă тухтăмăш-юмăç. Ăна хĕç те витмест, пуля та илмест, вăл шывра та путмасть, вутра та çунмасть. Разинăн этем халĕ çеç мар, урăх юм-вăй та пулнă тет: пĕчĕк чухнех усала сутăннă имĕш вăл. Çтаппанăн аслă арăмĕ Марина та тухатмăш пулнă. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулин те пăлхавçă-хурах халĕ канăç тупаймасть тет: каçсерен е шурă урхамах утланса, е шурă пурçăн парăслă кимĕпе пытарнă мул-тупрасене Атăл тăрăх тĕрĕслесе çÿрет пулать.

Халăх Разин пирки мĕн каланине итлесен, çакнашкал утаман пачах пурăнман, ун сăнарне ытарлăн шухăшласа кăларнă тесех калас килет. Юрать документсем юлнă: Степан Разин текен çын чăнахах пур. Патшана хирĕç тăрасси малтанласа унăн асĕнче те пулман. Анчах 1663 çулта патша вăйпучĕ Долгоруков унăн аслă тетĕшне – Иван Разина вĕлерме хушать. Çакăн хыççăн Дон казакĕ­­сен атаманĕ, патша сăмахĕнчен тухман Çтаппан тавăру çулне суйласа илет – хурах пусса çÿреме тытăнать, Атăлçи халăхĕсене пăлхава çĕклет.

Атаманăн мул-тупра питĕ нумаййи пирки халăх Çтаппан хăй чĕрĕ чухнех калаçнă. Разин та мул пытарнин çинчен перкелешкеленĕ. Мул-тупрана вĕрÿ-суру чĕлхипе тухатласа пытарнă пулать вăл. Енчен те пуянлăха тупсан, ăна илес тесен 12 пуç касмалла – мул тĕлне арçын-хĕ­­рарăмăн 6-шар пуçне пырса хумалла пулнă имĕш!

Алексей Михайлович патша та, унăн таврашĕ те Разинăн хăрушла пысăк пуянлăх пуррине ĕненнĕ. Çтаппанпа унăн шăллĕ Фрол тыткăна лексен пытарнă мул-тупра ăçтине пĕлес тесе вĕсене шутсăр асаплантарнă – ÿт сĕвĕниччен хĕненĕ, туртаран тÿнтерле çакнă, хĕртнĕ тимĕ­р­­­пе çунтарнă, хĕскĕчпе шăммисене хуçнă. Лешсем пуянлăх вăрттăнлăхне уçса паман.

Пăлхавçăсен ертÿçисене мĕнле вĕлернине курма Мускаври Хĕрлĕ лапама питĕ нумай çын пуçтарăннă (акăлчан купси Томас Хебдон çырнипе – 100 пине яхăн). Хавхана тата Конрад Штуртцфлейш текен ют çĕр-шыв çыннине ĕненсен, Çтаппан шăллĕ Фрол хăйне хавшак чунлă кăтартнă. Ал-урине каснă тетĕшĕнчен юн сирпĕ­­текен хапа татăкки çеç тăрса юлнине курсан: «Патша сăмахĕ те ĕçĕ!» – тесе кăшкăрнă пулать. Тетĕшĕ пытарнă мул-тупрана тупса пама пулсан пуç касан Фрол пурнăçне хăварать. Ал-урасăр, татăк пĕв çеç тăрса юлнă Çтаппан Разин вара шăллĕне: «Ан чĕн, анчăк!» – тесе хăрăлтатса илме вăй тупать. Çаксем пулнă унăн юлашки сăмахĕ­­сем. Утаманăн пуçне касса татаççĕ те вакланă кĕлеткин пайĕсене çынсене кăтартма шалчасем çине тăрăнтарса хураççĕ, ал-урасăр, пуçсăр пĕвне вара каçпа йытăсене пăрахса параççĕ.

Разин вăрттăнлăхĕсене пĕлме Фрола Кремльти Константинпа Елена (малтан – Тимофей) турулĕнче хытă асаплантараççĕ. Алексей Михайлович вăхăтĕнче Разин мул-туприне шыранине çирĕплетекен документсем çук. Сăмах тăрăх – Фрол та пит «простоях» пулман. Тетĕшĕн еркĕнĕпе Аленăпа тата Çтаппанăн шанчăклă çыннипе Лука текен есаулпа вăрттăн çыхăнма пултарнă тет вăл, пытарнă мул-тупрана вĕсене çĕнĕрен, урăх вырăнсене чикме каланă. Патша çыннисене пытарнă пуянлăхсене 5 çула яхăн шыраттарнă пулать Фрол Разин. Ăна Мускавра 1676 çулта вĕлернĕ. Çак вăхăталлах Лука есаул та пуçне хунă. Мул-тупра вăрттăнлăхне пĕлекенни те Алена çеç тăрса юлнă. Çак хĕрарăм Лодей уйне – Август фон Роде барон патне пынă. Шведран тухнă барон хăй вăхăтĕнче Çтаппанăн тусĕ те канашлăвçи шутланнă. Алена Августа качча кайма шут тытнă, калăм вырăнне вара пытарнă пуянлăхсен карттине чиксе килнĕ. Барон Мускав влаçĕсем сехерлеме тытăнасран хăранипе туй çинчен ĕмĕтленекен харсăр пикене тыттарса ярать, мул-тупра карттисене вара хăйне хăварать.

Фон Роде барон хĕрĕ, ашшĕнчен мул-тупра карттипе еткерленсен, упăшкипе Çтаппан мул-туприне шырама тытăнать. Аллинче карттă пулсан та – нимĕнле пуянлăх та тупаймасть. Фон Роде мăнукĕн мăнукĕ Петр Метляев çар инженерĕ те телейне тĕрĕслеме шутлать. Авалхи карттă тăрăх хавхаллă Атăл сăмсахĕ патĕнче чăнах та çĕр айĕнчи галерейăсене тупать. Анчах мул-тупра чавса кăларса ĕлкĕреймест вăл – сарăмсăр вилет.

1875 çулта «Дон хаçатĕнче» (88") Иловайский атаман Разин мул-туприне шырани пирки çырса кăтартнă. Ĕç-пуç 1824 çултах пулса иртнĕ.

Малтанласа документланă мул-тупра шыравĕ вара 1893 çулпа çыхăннă. Гатчин полкĕн ротмистрĕ Ящеров Разин пуянлăхне Чулхула кĕпĕрнийĕнче, Улатăр шывĕ тăрăх шырама тĕв тытнă. Археологи комиссийĕ ăна мул шырама малтанласа 2 кун, кайран вара 10 кун таранах ирĕк панă. Улатăр юхан шывĕ çинче пăлхавçăсен 12 стан пулнă тет, ротмистр шучĕпе – вĕсенчен 4-шĕнчен пĕринче Çтаппан мул пытарма пултарнă. Хура кĕркунне Ящеров ушкăнĕ Атăлçие тухса кайнă.

Шыранин усси пулман, часах хĕл те ларнă. Çав вăхăтра вырăнти полицие тĕлĕнмелле хыпар çитнĕ. Атăл хĕрринчи Печи тата Михайловка салисем патĕнче 40 метр тарăнăшĕнче чавнă хăвăл тупнă. Çынсем кĕрхи сухана тухсан пĕр лаша кайри урипе тарăн шăтăка кĕрсе ÿ­к­­­нĕ. Урапа кĕмеллĕх шăтăк уçăлнă çĕр тĕпнелле. Çĕр пÿ­р­­­­­те сывлăш кĕртмелли мăрье пулнă ахăр вăл. Аяла иккĕн анса пăхма шут тытаççĕ. Сехре хăпнăран пĕр çынни анкă-минкĕленсех каять, ăна каялла туртса кăларсан та карта лараймасть – çĕрле вилсе каять. Теприн те, псалом вулаканăн, хăранăран юлашки сывлăшĕ чутах тухса кайман. Çĕр айĕнче мĕн курма ĕлкĕрнине тăна кĕрсе çитсен каласа панă вăл: çĕр пÿрт алăкĕсене юманран тунă, вĕсене тимĕр сăлăпсем ярса тимĕр çăрасемпе питĕрнĕ.

Отставкăна тухнă Ящеров ротмистр 1904 çулта каллех Разин мул-туприне шырама тытăнать. Вилнĕ асламăшĕн хучĕсене пăхкаланă чух вăл пытарнă мул ăçтине калакан çыру тупнă. Çырура кăтартнă тĕле тупайнă Ящеров. Пуянлăх пытарнине кăтартакан паллăсене те – касса çырнă чула, ылтăн тултарнă кимме путарнă пĕве йĕррисене, çĕр хăвăлĕсене те тупнă пулать вăл. Ăнăçу каллех тарать ротмистртан: вырăс-яппун вăрçи тытăнать. Ротмистр çара чĕнеççĕ, вăл вăрçăра – Маньчжурире пуçне хурать.

Мул ăçтине калакан çыру Дон çарĕн есаулĕн аллине лекет. 1910 çулта 63-ри есаул çак документа Питĕрти хаçатсенче те пичетлет. Чылай çын мул шыраса пăхнă тет çакăн хыççăн – никам та нимĕн те тупайман.

1914 çулта тепĕр пăтăрмах пулса иртет. Царицынри (унччен – Сталинград, халĕ – Волгоград) Çветтуй Троица чиркĕвĕнчен инçе те мар çĕр ишĕлсе аннă. Уçăлнă шăтăкра, 4 метр тарăнăшĕнче тупăксем, шăмшаксем курăнса кайнă. (Тепĕр сăмаха ĕненсен вара мул та тупнă пулать: тупăк хупписене уçса пăхнă та – унта вара туллиех перс ылтăнĕ.) Çветтуй Троица чиркĕвĕнчен Атăл енне каякан çĕр айĕнчи çул та уçăлнă. Ăна Çтаппан утаман вăхăтĕнчех хута янă пулнă. Çĕр айĕнчи вăрттăн çулпа Атăл хĕррине те тухса пăхма шухăшлаççĕ çынсем, анчах çĕр ишĕлсех тăнăран хăтланса пăхас текен харсăрсем тупăнмаççĕ.

Тепĕр сăмах тăрăх – 1942 çулта темĕнле «М.К.» аллине нимĕç офицерĕн хучĕсем лекнĕ. Ылтăн Урта вăхăтĕ­н­­­­­­чи мул-тупра çинчен калакан çырусемпе пĕрле Дон çинчи утравра пытарнă Разин пуянлăхĕ пирки те хут пулнă тет унта.

Степан Разинăн Чăваш Ен тăрăхĕнче те мул пур. Ăна тĕплĕн, хăрушла вĕрÿ-суруласа пытарнă, «Пиллени» ятпа паллă вăл. «Эпĕ, Степан Тимофеевич, Разин ывăлĕ, Улатăр хулинчен Сăр шывĕпе тăвалла пытăм та Транслейка çырми патне çитрĕм те Мăкшăран Сăр урлă ăçта каçмалла тесе ыйтрăм та пĕтĕм çарпа каçрăм. Сăртсем патне çаврăнса çитсен сылтăм енче çăл куç тупрăм, çакăнта эпир çулталăк çурă пурăнтăмăр, çапах ку вырăн пире курăнмарĕ. Вара эпир хур-хăмăрçăна тупрăмăр, килĕшекен вырăн ăçтине каларĕ вăл, эпир унта 4 кун кайрăмăр та ту патне çитрĕмĕр – вара каллех сăрт, çав ту çинче кăнтăрла çăл куç уçăлать, сăрт тăрринче икĕ пÿрт кăнтăралла пăхаççĕ... икĕ шырлан хушшинчи сăмсахра виçĕ улмуççи лартнă, сăрт варринче – лумсем, савăлсем, кĕреçесем тата пăхăр хăма, сăрт тăрринче – тимĕр калпак. Çавăнтах тунката – юмана пăраласа шăтарнă та хура юманпа çапса питĕрнĕ, тата çакăнтах пăшалсем те бомбăсем хунă, çакăнтах вара шала кĕмелли-тухмаллине алтнă та тунă, юман хăмапа çапнă, çавăнта ĕнтĕ пирĕн хыснана хунă, 40 пăхăр савăт, манăн вара – Улатăрти çăрасен хуçин Бабушкин купсан хĕрĕх пин, унăн Иванĕн икĕ арча кĕпе-тумтир, виççĕмĕш арчара – ĕнчĕ эрешсем тата хаклă япаласем. Суйласа илнĕ ĕнчĕ тăватă пăт тата çичĕ пăшал, манăн пăшал кĕтесре тăрать, ăна авăрланă та кĕпçине пăкăланă – курăкпа пăкăланă. Варринче тĕрлĕ бриллиантпа илемлетнĕ Турамăш турăшĕ тăрать.

Çак вырăна кам та пулин тупсан пĕр хушă çĕр чĕтрет, тункатаран турта вăрăмĕшĕнче (алăк); тупаканнин вара хĕрĕх пинлĕ хыснана шурă ут утланса салатса памалла, салатса пĕтерсен – манăн турккă пăшалĕнчен пемелле те: «Акă сана, Разин ывăлĕ Степан Тимофеевич, ĕмĕр-ĕмĕр асăм-тăвăм!» – тесе каламалла. Урхамахăнне вара пуçне касса татмалла... Унччен вара виçĕ кĕлĕ вуламалла – Турамăшăнне, Михаил архангелăнне тата Микула ырасамçăнне, вара виçĕ хут çĕр чĕтрет».

Çакнашкал – пит ăнланмаллах та мар – пил хăварнă тет Çтаппан Разин. Асăннă мул-тупра вырăнĕ: Улатăртан Сăр тăрăх 30 çухрăм тăвалла хăпарсан Çтаппан Мăкшăпа тĕл пулнă, юхан шывăн сылтăм çыранĕнчи сăртра стан лартнă. Кайран хурт-хăмăрçă кăтартнипе Сăр тăрăх тата 4 кун тăвалла хăпарнă. Кам миллионер пулас тет – кăçалах пуянлăх шырама пуçтарăнăр: Çтаппан Разинăн пĕр мулĕ Пенза патĕнче!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.