Комментари хушас

28 Нарăс, 2014

Китеж

Хальхинче ярăмра ылтăн-кĕмĕл пирки кăна сăмах пымасть темелле. Чун-чĕм мулĕпе çыхăннă вăрттăнлăх пирки те шухăшăм. Вырăнĕ вара Чăваш Енрен инçе те мар, Чулхула облаçĕн Мари Эл республикипе чикĕленекен Воскресени районĕнчи Раççей ахах-мерченĕ шутланакан Светлояр – Çут кÿлле аса илер («яр» çармăсла «кÿлĕ» пĕлтерĕшлĕ).

Çут кÿл – икĕ сăвап пĕрлĕхĕ. Пĕрремĕшĕ: кÿлĕ хăй. Вăл юмахри пекех: çавра, тăрă, тарăн, хавхаллă – мĕнле кăна халап çÿремест пуль ун пирки. Çыран хĕррипе çитĕнекен ÿсен-тăран та тĕлĕнтерет, кăнтăртараххисем те тĕл пулаççĕ. Кÿлĕ сарлакăшĕ 175 метр, тăршшĕ – 210, шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ 12 гектар. Тарăнăшĕ 30 метр ытларах. Карст кÿлли шутланать пулин те тарăнăшĕнчи породăсем карстланман. Çавăнпа хăшĕсем кÿлĕ çĕр йăтăнса аннă май шыв çурнипе пулнă, теприсем вăл Люнда юхан шывăн авалхи çырми тесе шухăшлаççĕ. Метеорит ÿкнĕрен пулнă текен шухăша та пăрахăçламаççĕ: çăмарта пекех çавра, тарăн, чул нумай. Пĕр чулĕ çинче Турамăш ура йĕрри те юлнă теççĕ. Çын йĕрри чăнах та пур, анчах пысăкăшĕпе пĕчĕк ачан.

Çут кÿлĕре Иван Купала каçне ирттересси йăлара. Кÿлĕ шывĕн сиплĕхĕ пирки ĕненни те тĕрĕс. Ăна савăта хурсан – вăл темиçе çул упранать! Кÿлĕ асамлăхĕ пирки те тахçантанпах сăмах çÿрет. Енчен те кÿлĕ тавра 3 хутчен шуса тухсан пурнăçа ăнăçу таврăнать. Кĕл тăвакансене те пулăшать те пиллет тет Çутă кÿлĕ. Вăл хăватне космосран илсе тăрать тесе ĕнентереççĕ экстрасенссем.

Сăвап пĕрлĕхĕн иккĕмĕш тытăмĕ – Китеж. Шыв айне кайнă, куçа курăнман Китеж хули миçе ĕмĕр ĕнтĕ çынсен чунне-ăсне хумхантарать. Сăмахлăхра çеç мар, культурăра, искусствăра, литературăра тарăн йĕр хăварнă вăл. Çак хула чăнласах пулнине «Китеж çул çыравĕ» асăнать. Ăсчахсен шучĕпе, ăна вара XVII çулта çеç çырнă. Хавха тăрăх, Китежа Владимир кнеçĕ Юрий Всеволодович хывнă. Новгородран таврăнакан кнеç Çут кÿлĕ патне канма чарăннă та унăн илемĕпе тыткăланнăскер кунта хула лартма хушнă пулать. Вырăнти халăх тахçанах кÿлле сăваплă та асамлă тесе йышăннă. Хавха тăрăх çакăнта – хăватлă асамçă Китоврас кентавр, ăс-тăн тата хăмла турри Квасур çуралнă имĕш. Китеж тени вара вĕсен ячĕсенчен пулса кайнă тет.

Чăнлăх урăхла: фин-угор чĕлхинчен кĕнĕ вăл. Китеж ят Суздаль çывăхĕнчи Кидекша ялĕнчен тухнă тесе йышăнаççĕ. Çак фин-угор сăмахĕ чуллă çырма тени (меря е çармăс чĕлхинчен те кĕме пултарнă çак ят). Халап тăрăх, шурă чултан хăпартнă Китеж çак тăрăхри православи тĕрекĕ пулса тăрать.1237 çулта Бату хан вырăс çĕрĕсене тапăнса кĕрсен пуянран пуян Китеж хули пирки илтет. Монгол ертÿçи хулана тытса илме çар ушкăнне ярать. Городец хулинче тыткăна лекнĕ Гришка Кутерьма ятлă çын асаплантарнине чăтаймасăр çуйăçсене çул кăтартма килĕшет. Китеж патĕнче монголсен пысăках мар ушкăнне хирĕç виçĕ пăхаттир çапăçăва тухаççĕ. Çапăçура виççĕшĕ те пуçĕсене хураççĕ. Вĕсем вилнĕ вырăнта çăл тапма тытăнать. Çав çăл халĕ те пур, вăл таса та сăваплă шутланать. Ăна Кибелек çăлĕ теççĕ (Кибелек çырмирен, çармăс чĕлхинчен кĕнĕ). Çăл куç патне вара Бату сукмакĕ илсе пырать.

Хулана монголсем çавăрса илсен çынсем хирĕç çапăçма хатĕрленеççĕ. Лешсем вара Китеже тепĕр кун çеç тапăнма шухăшлаççĕ те канма чарăнаççĕ. Китежра çĕрĕпе кĕлĕ вулаççĕ. Сасартăк чансен сасси ян янраса каять те монголсем куçĕ умĕнчех хула Çут кÿл айне путма тытăнать.

Тепĕр вариант урăхларах. Китежăн хÿтĕлев тĕкки пулман. Çыннисем те çапăçма шутламан, турра кăна кĕл тунă. Хулана çăмăллăнах тытса илме май пуррипе хавхаланнă монголсем Китежа ытакланă (атакăланă). Сасартăк çĕр айĕнчен шыв тапма тытăннă. Çуйăçсен чарăнма тивнĕ. Хула вара шыв айне пулнă.

Хула мĕнле çухални пирки те шухăш тĕрлĕрен. Шыв айне пулни чи сарăлни. Теприсен шучĕпе вăл пĕлĕте хăпарса кайнă. Китеж тытнă куçа курăнми пулнă текенсем те пур. Хăшĕсем ăна çĕр çăтнă теççĕ, сăрт-тупа хупланнă текенсем те пур.

Теприсен шучĕпе – Китежа монголсемпе çыхăнтарни юри арпаштарма хăтланни.Чăннипе те сăмах кунта Бату хан пирки мар, I Петĕр патша çинчен пырать, реформăсем ирттерсе авалхине аркатса Раççее анăçлăх илсе килнине сивлет.

XX ĕмĕрте те Китежра пулса курнисем тупăннă пулать. Пĕррехинче Чулхуларан темле ар çын Çут кÿл таврашĕнче кăмпа татма килнĕ. Вăрмантан таврăнман вăл. Темиçе кун иртсен тăванĕсем халăха çĕклеççĕ, кăмпаçăна шыраççĕ – тупаймаççĕ. Эрнерен вăл килне чип-чиперех таврăнать. Аташса кайрăм, тăн арпашăнчĕ тесе ăнлантарать ăçта пулнине ыйтсан. Вăхăт иртсен кăмпаçăн юлташĕпе сыпса ларнă чух çав ар çын Китеж хулине лекнине йышăнать, унта ăна асамçă ватăсем кĕтсе илнĕ иккен. Юлташĕ ĕненмест. Вара лешĕ Китежра хăналанă, юри упракан çăкăр таткине кăтартать. Кăтартнă-кăтартман çав çăкăр чул катăкĕ пулса тăнă тет.

Çакнашкал историсем тата та пур. Чан çапнă, кĕлĕ юрланă сасă вара кÿлĕрен тăтăшах илтĕнет тет. Хавхаллă хула тасалăхĕ, чĕмлĕхĕ турра тивĕçлĕ çынсене паянхи кун та инкекрен упраса тăрать тет.

Хăшĕсем ĕнентернĕ тăрăх – Китеж хули мессияпа çыхăннă. Тĕнче пĕтсе ларас умĕн ултă чиркÿ тăрриллĕ çветтуй хула каллех шывран тухать имĕш.

Ускатум КУНЦУЙ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.