Комментари хушас

28 Пуш, 2014

Çухалнă хысна

Ылтăн Урта саланса кайсан Атăлçи тăрăхĕн стратеги пĕлтерĕшĕ хăрушла ÿсет. Геополитика ыйтăвĕ пĕрре: Атăл кам аллинче - çавă çĕнĕ патшалăх чăмăртать. 1551 çул. Хусан-Мускав хирĕç тăрăвĕ юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕппипех пăчланать. Ылтăн Урта вырăнне Раççей çĕкленет, Мускав патшин самани çитет. Çĕнĕ патшалăх православи хÿттипе йĕркеленме тытăнать.

Юпан 3-мĕшĕнче вырăссем вилнисене яра кун пытарса хулана кăштах тирпей кÿртеççĕ. Çакăн хыççăн IV Иван элпÿ, историре Хаяр ятпа юлнăскер, юпан 4-мĕшĕнче Хусана курма кĕрет. Хан керменне пăхса çаврăнать, ханлăх хыснине шутласа тухма, хăйĕн пичетĕпе çапма хушать. Алла лекнĕ Хусан мул-тупри вара пĕр-ик михĕ кĕмĕл çеç! Ытти - темиçе михĕ пăхăр укçа! Çакна кĕтмен Иван элпÿ чăтайман - аптранăран та тарăхнăран пĕр миххине пырса тапсах хасаланă. Хусан ханлăхĕн хысни йĕрсĕр-мĕнсĕр пач çухалнă.

Хысна тĕп мичĕтре упраннă, уншăн явапли Чапкун Отучев атталăк ?аталык - аслă чиновник% пулнă. Хан мул-туприпе çыхăннă чи анлă сарăлнă хавхана ĕненсен - хыснана сĕм çĕрле Кабан кÿллине вăрттăн пытарнă. Мул-тупра виçĕ пайран тăнă: 1) ылтăн-кĕмĕл тата ытти хаклă металл чăмаккисенчен, 2) тĕрлĕ патшалăхра çапнă ылтăн-кĕмĕл укçаран, 3) Хусан ханĕсене парнеленĕ хаклă тĕрлĕ тупраран, çар трофейĕсенчен, ювелир илемчĕкĕсенчен /виççĕмĕш пайĕ чи хакли/. Хыснана лайăх сăмалаланă 6 пичĕкене хунă пулать, кашни вĕсенчен 400 пăта яхăн туртнă тет. Ултă тонна çурă яхăн мул!

Мул-тупрана пытарас ĕçе ертсе пынă Чапкун Отучева тепĕр кун тутарсем хăйсемех темле çылăхшăн вĕлернĕ - сутăнчăк тесе айăплани паллă. Хысна упраннă мичĕтри тĕн çыннисем те Куль Шариф сеидпа пĕрле кайран çапăçура пуçĕсене хунă. Чĕрĕ юлнисем хан керменне чакнă. Ултă пине яхăн çын пуçтарăннă унта, вĕсем Иван патшана парăнма килĕшмен - пурте çапăçура вилнĕ. Хысна вăрттăнлăхне пĕлекенсенчен пĕр çамрăк мулла çеç чĕрĕ юлнă тет. Ватăлсан, вилес умĕн каласа хăварнă та ĕнтĕ вăл хан мул-тупри ăçтине.

Рафаэль Мустафин çыравçă аса илĕвĕсенче те пур хысна ыйтăвĕ. 60-мĕш çулсенче вăл «Хусан çутисем» журналта ĕçленĕ. Пĕррехинче ун патне пĕр старик пынă. Вăл Азимовсен авалхи те чаплă, Хусан кнеçĕсен ăратĕнчен тухнă. Ват çын çыравçăна мул-тупра чăнахах та пур, хысна кÿлĕн çурçĕр енче, «Спартак» атă-пушмак комбиначĕ патĕнче тесе пĕлтернĕ. Ăçта пытарнин шăп тĕлнех калайман вăл, çапах та мул-тупрана тупмалли вăрттăнлăха пĕлетĕп тенĕ.

Кабан кÿллин вăрттăнлăхне пĕлес текенсем яланах тупăннă. Чикĕ леш енче те канăç паман хула кÿлли. XX ĕмĕр пуçламĕшĕнче Америкăри пĕр компани Хусан хулин Думинчен миллион çурă долларла Кабан тĕпне тасатма ирĕк ыйтнă. Океан леш енчи «экологсем» кÿлĕре мĕн тупнине хăйсене хăвармаллипех çырлахнă. Хусан Думи килĕшмен. XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче пĕр çивĕч çын мул-тупрана тупас тесе вăрттăн акционер пĕрлĕхĕ те туса хунă! Мул шырама укçа уйăрсан вара Хусан Остап Бендерĕ темшĕн Кабан кÿлли пирки манса кайнă, пур нухрата пуçтарса чиксе тухса тарнă.

Кабанра мул-тупра пуррине «çирĕплетекен» ĕç-пуç 1950 çулта пулса иртнĕ. Кÿлĕре пĕр арçын путса вилсен унăн ÿтне тимĕр «чĕрнесем» ывăтса шыранă. Пĕр «чĕрни» шыв тĕпĕнче темрен çакланнă, кимĕрисем аран-аран туртса кăларнă ăна. Вăл иккен пысăках мар, анчах питĕ йывăр пичĕке пулнă. Кимĕ çине тиес тесе тăрмашнă чух пичĕке вĕçерĕннĕ те шыва путнă. Тем пек шырасан та, водолазсене чĕнсен те тупайман ăна. Кÿлĕ тĕпĕнчи темиçе метр хулăнăш юшкăн чăрмантарнă.

Хусан хыснине ăçта пытарма пултарни çинчен тепĕр тĕшмĕртÿ те пур. Мул-тупрана кÿлле мар, кремльтех пытарма пултарнă. Мĕншĕн тесен штурм вăхăтĕнче пуянлăха кремльтен вăрттăн илсе тухса кÿлĕ патне илсе кайса никам курман чух шыва путарасси питĕ иккĕленÿллĕ. Хыснана Кабан патне турттарса кайнă чух вăл вырăссен аллине те лекме пултарнă!

Пуянлăх 6,5 тонна кăна мар пулнă. Тĕслĕхрен,1551 çулта Хусанта чи пуян çын кам пулни паллă: крым кнеçĕ Кощак /Кучан-оглан/. Хусана вăл Сафа-Гирей ханра ларнă чухнех пынă - 1549 çулччен апла. Хăйĕнпе пĕрле вăл питĕ нумай мул илсе килнĕ. 1551 çулта хуларан тарсан Кучан-оглана тытнă, пуçне каснă. Унăн мул-тупри вара Хусантах юлнă. Хăшĕсен шучĕпе, хыснара сахалтан та 190 тоннăна яхăн пуянлăх упраннă. Çакăн чухлĕ тупрана вара ниепле те Кабана путараймăн. Мул - кремльте, карман-килтен /крепоçран/ тухман вăл.

Çавăнпа хыснана Чапкун Отучев атталăк керменĕ ларнă çĕртен шырама тытăнмалла теççĕ. Унăн çурчĕ вара авалхи кремлĕн Крым хапхисемпе юнашар вырнаçнă пулнă. 1917 çулхи революциччен çак вырăнта Шамиль çурчĕ ларнă. Хусансем каланă тăрăх, çурт айĕнче çĕрай çулсем пулнă. Апла пулсан, кремльĕн Крым хапхисенчен аякра та мар çĕр айĕнчи вăрттăн вырăн пулнă. Геологсем тĕпченĕ тăрăх - Хусанта çĕр айĕнче темиçе карст çĕр хушăкĕ пур. Вĕсенчен пĕри Крым хапхи патĕнчех!

Иван элпÿ Хусана хупăрласа илсен Чапкун Отучев хăйĕн тарçисемпе уйăха яхăн килĕ айĕнчи çĕр хăвăлне мул-тупра пытарнă пулса тухать. Хусана илнĕ кун ăна мĕншĕн сутăнчăк тесе вĕлернине чухлама пулать пек: вырăссем енне куçса хысна вăрттăнлăхне ан пĕлтертĕр тенĕ.

Хусан ханĕн мул-туприпе çыхăннă хавхасен пĕр йăваш вырăнĕ пур. Енчен те хыснана пытарма Нухай уртинчен Хусан ханне ларма чĕнсе илнĕ Едигер Магомед /Тимĕр Кутлу /Хăтлă/ ратнинчен/ хушнă пулсан - хысна ыйтăвĕ тăмастчĕ те. Едигере Иван элпÿ тыткăна илнĕ, Мускава илсе кайнă. Чингисхан юнĕнчен тухнă хана Иван патшалăх канашне те кĕртнĕ. Чингисхан ратнин тăхăмĕ ислам тĕнне тытакансем енче тĕрек ан илтĕр тесе ăна православине çавăрнă. 1553 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче Едигер Мускав юхан шывĕнче тĕне кĕрет, Симеон Касаевич пулса тăрать. Нумай та вăхăт иртмест - Мария Андреевна Кутузовăна качча илет. Иван элпÿ ăна Звенигород хулине парать. Симеон-Едигер 1565 çулта вилнĕ, ăна Чудов мăнастирне пытарнă /аслă кнеçсене пытарнă мăнастир/.

Енчен те Хусан хыснине тĕп мичĕтрен урăх çĕре пытарнă пулсан, Едигер хан ун çинчен пĕлмен пулса тухать-и? Е Хаяр Иван мул-тупрана тĕкĕнмен - «хура кунсем» валли хăварнă?

Хусанпа çыхăннă урăх мул-тупра патне эпир татах таврăнăпăр-ха: вăрттăнлăхсемпе Хусана çитекен çук Атăлçире.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.