Ылтăн кимĕ

28 Чÿк, 2014

Атăлçи вăрă-хурахĕсем халăх асĕнче хăрушла романтиксем пулса юлнă: мĕн чухлĕ юрă-сăвă хывнă вĕсем çинчен! Степан Разинпа Ермак Тимофеевич хыççăн чи паллă пиратсенчен пĕри - Галаня (Галанка) атаман, Галактион Григорьев. Влаç аллине лексен ирĕке тухса тарас талантпа та чапа тухнă вăл: тĕрмерен пилĕк хут хăтăлма пултарнă! Атăлçи пирачĕ пирки мĕнле сăмах çÿренине П.Мельников-Печерский «Тусем çинче» романра çырса кăтартнă.

Галактион Григорьев Чулхула тăрăхĕнчи Саблуково салинче çуралнă. Ку сала Васильск уесĕнчи Прудищенск вулăсне кĕнĕ. Прудицы ялне вара халăх ытларах Зверево тесе каланă. Хăй вăхăтĕнче çакăнтан Зверь ятпа çÿренĕ вăрă-хурах тухнă пулнă. Галаня çуралнă ял ятне те Атăл хурахĕсен эшкерĕн ертÿçине - Саблука - асăнса панă. Усал халăх пурăнакан тăрăхра ÿснĕ Галактион Григорьев.

Çамрăк Григорьевăн ирĕклĕ пурнăçĕн малтанхи утăмĕсем Ÿсĕр çырмана (Пьяна) кĕрекен Имза юханшывĕ çинче пусăннă. Хăй тавра 15 пуçтах пуçтарнă та - çав тапхăрти жаргон чĕлхипе калашле, «улпутсен кил-çурчĕсене псалом юрлама çÿренĕ, аслă çул çине тухса купсасенчен тавар укçи пуçтарнă». Хурах эшкер Имза çырми тăрăх чавса тухнă çĕр пÿртсенче пытанса пурăннă.

Вăрă-хурах ăсталăхĕ ытлашшипех пулнă атаманăн, чеелĕхĕ вара чиккине те пĕлмен. Пĕррехинче асар-писер ушкăн арçынсен Крестомаровск мăнастирне тапăнма шут тытать. Обитель стенисем вара çÿллĕ, тимĕр­­­летнĕ хапхи çирĕп - тÿрех пырса кĕреймĕн. Çитменнине тата манахсем çĕр айĕнчи вăрттăн çулпа мăнастиртен хура вăрмана тухма пултарнă. Тусĕсене Галаня хĕрарăмла тăхăнма хушать. Турăшсене пуç çапма килнĕ 16 «хĕрарăма» манахсем хапăл тусах кĕтсе илеççĕ. Мăнастире тупăш паракансене кам юратмĕ? Хапха уçсах кĕтсе илнĕ тетесем турра кĕл тума килнисене. Лешсем вара мăнастир картишне кĕрсен хĕрарăм тумне хывса переççĕ те манахсене сухалтан ярса илеççĕ, мăнастир хысни ăçта упраннине ыйтаççĕ. Тетесем тунма хăтланаççĕ, питĕ чухăн пурăнни пирки халап яраççĕ. Хурахсем тытаççĕ те манахсене кăвайт çинче ĕнтме пуçлаççĕ. Шăпăр çунтарса ăшаласа илсен хысна вăрттăнлăхне уçса параççĕ хура тумтирлĕ тетесем. Галаня мула пĕр пус хăварми шăлса тухса каять, мăнастире чĕртсе хăварать.

Çакăн пек «паттăрлăх» хыççăн хурах эшкерĕн Имза таврашĕнчен тарасси çеç юлать. Пуçтахсем Чулхула уесĕнчи Оранск мăнастирне çаратаççĕ те Атăл хĕррине каяççĕ. Васильсурскран анатарах Фадеев тăвĕсем çинче - Кстовопа Сăр вăрри хутлăхĕнче йăва çавăраççĕ. Сĕмсĕр эшкер йышлансах, хурахсен çулĕсем вăрăмлансах пынă. Хисеплĕ атаман Галанка Атăлçи пуç касанне тухнă: Чулхуларан тытăнса Сарăту (Саратов) таранах сехре хăпартса тăнă.

Хмелевка слободи патĕнчи унăн вăрттăн стан - хулаш пулнă. Хурахсен йăви икĕ тарăн шырлан хушшинче, 90 хăлаçа яхăн çÿллĕш сăрт-сăмсах çинче вырнаçнă пулнă. Айккисенчен тата хыçалтан шÿлмесем (ров) чавнă, çĕр тĕккисем (вал) хăпартнă. Атăл çинче çаратнă карапсен тупписене те илсе килсе лартнă хулаша - артиллери хÿттипех пурăннă пуç касансем. Тем тĕрлĕ тупра упраннă хурахсен карманĕ­н­­­че. Атăлçи пирачĕсем никама та уяса тăман. Анчах Хмелевка ялне вара тытман. Унти çынсем пиратсене тĕрлĕ çимĕçпе тивĕçтернĕ, хĕрарăмсем çăкăр пĕçерсе парса тăнă. Укçине те лайăх тÿленĕ Галанка, çавăнпа слобода халăхĕ тулăх пурăннă.

Патша çарĕсем вăрă-хурахсен станне темиçе те тапăннă. Анчах Галаня е салтаксене сирсе ывăтнă, е анаталла, Жигули тăвĕсем патне, тарса хăтăлнă.

Влаç Атăлçире йĕрке тума шут тытсан хурахсен пурнăçĕ йывăрланнă. Галанкăн та çăтмах вĕçленнĕ. «Чулхула наместничествин правленийĕн журналĕ­­сенче» 1781 çулта çапла палăртни пур. «Сăр тăрăхĕ­н­­чи пĕр вăрманта вăрă-хурах эшкерне ярса илтĕмĕр, çыхса пăрахнă Арефьев мещене вĕсенчен пĕри шăпах хĕçпе касатчĕ, çав усала тытрăмăр, ыттисем вара тарса хăтăлчĕç», - тесе хыпарлать вăрă-хурахсене тытма янă Мавринский поручик... Допрос вăхăтĕнче çав усал хăй хурахсен атаманĕ, каторгăран тарнă хресчен Галактион Григорьев, Галанка тесе чĕнекенскер пулнине пĕлтернĕ».

Тепĕр çултан çав «Журналсенче» каллех Галанкăна асăнни пур. Каторгăран тарнă хураха каялла тĕрмене ăсатасси пирки сăмах пырать унта. Атаманăн сăмсине касса çурнине те, хĕртнĕ тимĕрпе «вор» тесе клемесем çапнине те асăннă унта. Тепĕр çур çултан 1783 çулхи февраль уйăхĕнче Чулхула уес сучĕ Наместничество правленийĕне çапла пĕлтерет: «Галактион Григорьев, вăлах Галанка, унăн ирĕкри юлташĕсем Василь (Васильсурск) хулинчен 60, Шумцы таврашĕнчен 5 çухрăмри сĕм вăрманта лартнă пÿртре пытанса пурăнаççĕ тесе пĕлтерет. Çав çуртра вăл хăй те унччен хĕл каçнă, михĕ çăнăх та хăварнă. Çав çурт ăçтине вăл кăтартма пултарать, унта вара хĕллехи çулпа çеç çитме пулать».

Ирĕкри юлташĕсем ăçта пытанса пурăннине кăтартатăп тесе утаман сыхлавçăсене хура вăрмана илсе каять, лешсен тимлĕхне улталаса тарма май тупать. Юр тарăн выртнă пулин те таркăна хăваласа çитеймен сыхлавçăсем. Галанка каланă вырăна вара пырса çаврăннах, анчах нимĕнле пÿрт таврашне те тупайман.

Çăва тухсан Галаня каллех хăнăхнă ĕçе пуçăнать - хурах пусма тытăнать. Балахна хулинчи капитан-исправник 1783 çулхи июнь уйăхĕнче Наместничествăна пĕлтернĕ тăрăх, çĕртмен 5-мĕшĕнче, çĕрле, Ярославльтен анакан купсасен карапĕсене Городец патĕнче, Анат Слободаран аяларах, 6 çынран тăракан хурах шайкки тапăннă. Тепĕр кунне 7 çынран тăракан эшкер çав тĕлтех тепĕр карапа çаратнă, хурахсен хушшинче паллă каторжник Григорьев та пулнă.

Галаня Хмелевка слободи патĕнчи хулаш-станнех таврăнать, ăна çĕнетсе тата хытăрах çирĕплетет. Юнашарах Васильсурск хули вырнаçни пĕртте шиклентермен ăна. Ку вăхăт тĕлне хула карманĕ çунса кайнă, пăшалçăсем (стрелецсем) вара, хĕсметшĕн тивĕçлĕ укçа тÿлемеççĕ тесе, урăх гарнизонсем тăрăх саланса пĕтнĕ. Галаньăна хирĕç тăракан вăй пулман Васильсурск таврашĕнче.

Ирĕклĕ этемсене вырăнти халăх пулăшса тăнă. Чун илли купсасем, пуянсем хăçан тата хăш çулпа иртессине те пĕлтернĕ. Пиратсем почтăсене те тапăнма «юратнă». Халăха пусмăрламан пуянсене вара пуç касансем тивмен тет.

Галанкăн пурнăçĕ тĕрмере-каторгăра пăчланман, вăл хăйĕн хулаш-станĕнчех вилнĕ. Мĕне пула куçне хупнă - тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕрисене ĕненсен, вăл йывăр чире пула хĕне кайса асапланса вилнĕ. Теприсен сăмахĕпе, шăнса пăсăлнă та - сывалайман.

Ирĕклĕ çынсем ăна питĕ чыслăн пытарнă. Атаман ÿтне пысăк кимĕ çине хунă, çиелтен ылтăн тултарнă. Галаньăна пытарма килнисенчен кашниех кимме мĕнле те пулин ылтăн япала е хаклă эреш хунă тет. Тупăк-кимĕ шыв тĕпне мĕн путса анса кайичченех ылтăн купаланă пулать тесе те калани пур. Ĕмĕрлĕх канăç тупнă атаманăн ылтăн киммине ан хапсăнччăр, ÿтне чавса ан кăларччăр тесе Галанкăна вăрттăн çĕрте пытарнă. Тĕшмĕртнĕ тăрăх, Фадеев тăвĕ­­сем таврашĕнчех, пиратсен станĕнчен инçетрех мар.

Галанкăн мул-туприне шыракансем XIX ĕмĕр вĕçĕнче - XX пуçламăшĕнче Васильсурскран 10-15 çухрăм анаталларах Атăл çыранне темĕн чухлĕ чавса тухнă. Анчах ылтăн тултарнă тупăк-кимме никам та тупайман.

Атăлçи хурахĕсен чи паллă атаманĕсене те асăнса тухар, вĕсем: Барма, Ляля, Заря, Роман, Янька (Яков), Степан Рамзай, Василий Рощин, Осип Полетаев, Константин Дудкин (Степан Кулагин), Сеня, Махон, Котюр, Курносов, Илья Рузавин, Савва, Фока. Кашни атаман тĕрлĕ çĕртре мул пытарса хăварнине калать халăх сăмахĕ. П. Мельников-Печерскийĕн «Вăрмансенче» тата «Тусем çинче» романĕсенче те Чулхула кĕпĕрнинче пытарнă мулсем пирки сăмах-юмах нумай.

Атăл тăрăхĕнче хурах пуснă хĕрарăм утамансен ячĕсем те упранса юлнă. Балахна хулинчен анатарах Уляшка тата Парашка, Ветлуга юханшывĕ çинчи Троицки сали çывăхĕнче Степанида, Ветельма çырми çинчи Навашино тăрăхĕнче Наталья анемансем пуянсен сехрисене хăптарса тăнă. Çак хастар хĕрарăмсенчен чи палли - Степанида. Çитес кăларăмсенче ун пирки те, халăх асĕнче юлнă ытти хастар утамансем пирки те çырса кăтартăпăр.

Ускатум КУНЦУЙ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.