22 Юпа, 2014

Çут çанталăк синкерне çĕнтерсе

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи çанталăк халăха самаях шар кăтартрĕ. Республикăн çурçĕр районĕсенче пăрлă çумăрпа йĕпе юр çунăран çул-йĕре, йывăçсене, электролиние пăрлантарчĕ. Çавна май йывăçсем хуçăлса анчĕç, çутă юписем тÿнчĕç, пралуксем татăлчĕç.

22 Юпа, 2014

Ӳркенменрен сĕтел авăнать

«Выльăх-чĕрлĕх тытакан çын тутă пулнă», - теççĕ халăхра. Çак сăмахсем Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Горшковсем çинчен каланăнах туйăнать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ вĕсем. Сĕтел яланах килте туса илнĕ апат-çимĕçпе пуян.

22 Юпа, 2014

«Алă айĕнче пулсан кивçене кĕместĕн»

Кам шухăшланă Вăрмар районĕнчи «Арабоси» хуçалăх арканасса? Республикăра чи малтан тенĕ пек сĕт сумалли тата сивĕтмелли залсем хута кайрĕç-çке кунта. Сыснасене ангарта хулăн ай сарăмĕпе усрасси те шăпах çакăнтан вăй илсе сарăлнă.

22 Юпа, 2014

Ĕçлеме пĕлни тупăш кÿрет

Ялти культура çурчĕ умĕнче çавăн чухлĕ чечек нихăш тăрăхра та курман эпĕ. Оранжерейăпа танлаштарма пулать. Тĕрлĕрен тĕрли куçа илĕртет. Лаптăка карта тытса та çавăрман. «Выльăх-чĕрлĕх таптасран та шикленмеççĕ», - шухăшларăм хам тĕллĕн.

Культура урамран пуçланать

21 Юпа, 2014

Республикăра - чрезвычайлă лару-тăру

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă май Чăваш Енри темиçе муниципалитет территорийĕнче электропередача линийĕсем пăрланнă, татăлнă, çавна май электроэнерги парса тăрасси чарăннă.

21 Юпа, 2014

Инкеке пĕтерме халăх та хутшăнать

Иртнĕ эрне кун пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунăран Шупашкар районĕнче пурăнакансен те тĕрлĕ чăрмавпа вăхăтлăх йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивет.

21 Юпа, 2014

Тирпейлесси самантлăха та чарăнмасть

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

21 Юпа, 2014

Юсав талăкĕпех пырать

Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче те ăна никам та кĕтмен. Çав кун пирĕн республикăн çурçĕр районĕсене юрлă-йĕпе юрлă хутăшпа тата витĕр кастаракан сивĕ çилпе килсе самантрах çул-йĕре, йывăçсене, электролиние пăрлантарса лартрĕ. Йывăрăша чăтаймасăр йывăçсем хуçăла-хуçăла анчĕç, çутă юписем тÿнчĕç, пăралуксем татăлчĕç. Чылай районта çын пурнăçĕшĕн хăрушă авариллĕ лару-тăру пулса тăчĕ.

Pages