Литература çулне... литературсăр

“Хыпарăн” черетлĕ номерĕнче палланă çын сăн ÿкерчĕкне куртăм та, кăсăклă пулса кайрĕ - мĕнпе чапа тухнă-ха 10 çул шкул сукмакне пĕрле такăрлатнă тантăшăм? Ара, хаçатра пули-пулми çырмаççĕ вĕт - е лайăххипе палăрнисене мухтаççĕ, е начарришĕн тиркеççĕ. Чăн та, пĕччен марччĕ-ха хайхи, ушкăнпаччĕ. Шел, лайăххи мар-мĕн... Çивĕч ыйту хускатнă Элĕк районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем - малашне ачасем тăван сăмах пуянлăхне эрнере пĕр е икĕ сехет кăна шĕкĕлчĕç. Сăлтавĕ, тавах турра, Элĕксем чăваш чĕлхине курайми пулса çитнипе мар, çĕр-шыври вĕренÿ тытăмĕнчи çĕнĕ стандартсемпе çыхăннă. Вулакана пĕлсе тăма: республикăри темиçе районти хăш-пĕр шкул 5 кунлăх вĕренÿ эрнине суйланă. Çавна май сехетсен шутне чакарма тивет. “Ытлашши сехетсем”, федераци вĕренÿ планĕпе килĕшÿллĕн, регион компоненчĕсем кăна пулма пултараççĕ... Ку плана Элĕксем мар, республика та хирĕçлеме пултарайманнине палăртнă вĕренÿ вырăнти тытăмĕнчи чиновниксем.

Паян чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки нумай калаçатпăр. ЮНЕСКО пĕтĕмлетĕвĕ те чан çапма хистет. Чĕлхе тата литература обществăна чăнласах витĕм кÿме пултарнине шута илсех-тĕр çитес вăхăтра ятарлă çулталăк ирттерме йышăнчĕç. Эпир вара, чăвашсем, вилĕмсĕр классика, “Нарспи” авторне Константин Иванова, халаллама палăртрăмăр черетлĕ 12 уйăха. /Ан тив, генисем паян Кĕçтенттин пултарулăхне хăть те мĕнле хак паччăр - рифмисем те çук-мĕн, Нарспийĕ те иккĕлентерет вĕсене, анчах та темшĕн çак критиксем хăйсем нумай-нумай чĕлхене куçармалли хайлавсемпе савăнтараймаççĕ/. Чĕлхе, сăмахлăх пĕлтерĕшне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăнланни, хисеплени шанăç кÿрет. Культура ыйтăвне ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пайăррăн тишкереççĕ. Михаил Васильевич Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине уявлама мĕнле хатĕрленнине куçран вĕçертмест. Çавна май ЧР культура министрне, классик хăйĕн вилĕмсĕр хайлавне çамрăклах çырнине шута илсе, унпа танлашма пултаракан яш-кĕрĕме палăртмашкăн хушнă-мĕн. Ыйту: паян, тăван чĕлхене пур енлĕн хĕснĕ май, Вадим Ефимов Пуçлăх хушăвне пурнăçлайĕ-и? Кун пек лару-тăрура çĕнĕ Ивановсем çуралма пултарĕç-и? Калăпăр, çÿлерех асăннă районтах? Элĕксен вĕт классик çуратма майсем çителĕклĕ. Ку район кашни ялтан тенĕ пек çыравçă тухнипе паллă. Республика гимнĕн авторĕ Илле Тукташ - Элĕкрен. “Салампи” авторне Александр Артемьева кам пĕлмест пулĕ? Тĕрĕссипе, Элĕк ен сăпкинче чăмпăлтатса пултарулăхне аталантарнă çыравçăсене асăнса пĕтерме те çук: Александр Галкин, Аркадий Лукин, Григорий Харлампьев, Прохор Емельянов, Аркадий Золотов, Владимир Ямаш... Анчах та çамрăксенчен камăн ячĕ-шывĕпе тăсмалла çак списока малалла? Район центрĕнче тахçанах вырăсла шăкăлтаттаракан çамрăксене атте-анне пилленĕ чĕлхерен паян патшалăх шайĕнчех пистерсе пыратпăр пулсан мĕн калаçмалли пур? Тăван чĕлхепе хайлакан çыравçăсен çемйине лексе республика, çĕр-шыв, тĕнче историйĕнче йĕр хăварасси пирки вара ĕмĕтленмелли те çук.

Пĕр шухăшласан, кăсăклă пулса тухать. Сылтăм алă мĕн ĕçленине сулахаййи пĕлмест темелле-ши кун пек чухне? Раççей шайĕпе Литература çулталăкне паллă тума хатĕрленнĕ вăхăтра эпир шăпах чĕлхе, литература сехечĕсене катĕртсе ларатпăр. Вăйлă хатĕрленетпĕр, çапла мар-и? Куншăн эпир мар, Мускав айăплă тесшĕн-и? Халăхшăн пулсан Мускав - аякра, хамăрăн министерствăсем вара - çывăхра. Çынсен шухăш-кăмăлне, регион хăйне евĕрлĕхне шăпах яваплă ведомствосен ертÿçисен çĕр-шыв шайĕпе çĕклесе Мускава çитермелле мар-и вара? Е пирĕн министерствăсем явап тыттармашкăн кăна кирлĕ-и пире? Калăпăр, Комсомольски тăрăхĕнче пĕр вĕрентекен Раççейĕпех “чапа” тухрĕ. Пĕлместĕп, тĕрĕссипе мĕн пулса иртнĕ унта? МИХсем вĕрентекен айăпне йышăнманнине тĕнче илтмелле пĕлтерчĕç. Апла тăк лару-тăру иккĕленÿллĕ. Вĕрентекен тĕлĕшпе следстви пуçарнă. Тăван министерство çеç специалистсем ĕç вĕçне пăнчă лартасса кĕтсе тăмарĕ, вердиктне тÿрех палăртрĕ: айăплă! Чăннипе вара айăплă мар тăк хÿтĕлес шухăш камăн пуçĕнче те пулин çуралчĕ-ши?

Вăт çак ĕç-пуç хыççăн иккĕленÿ татах та вăйланчĕ кăна. Тăван чăваш чĕлхине хÿтĕлеме вăй çитерĕç-ши чиновниксем? Е Мускавран килекен пур хушăва та пуçа чиксе пурнăçлама хыпаланĕç-ши? Тепĕр тесен, унта та - Раççей шайĕпе - çынсемех ĕçлеççĕ. Вĕсем те йăнăшма пултараççĕ. Çак йăнăша вăхăтра тÿрлетсен аван пулмалла. Анчах та хăюллă чăваш тупăнĕ-ши? Паянхи чăваш çĕрĕ çĕнĕ Çеçпĕл, Иванов, Хусанкай çуратма пултарать-и? Тайма пуçа хĕç витмест теççĕ те, темĕн, пуçа тайсах пĕтсе пыратпăр пулас... Чăваш чĕлхи çĕр çинчен çухалсан, паллă ĕнтĕ, халăхĕ те пулмĕ. Пĕлес килет - пирĕн чиновниксем ун чухне камăн интересĕсене хÿтĕлĕç-ши? Тутарăнне-ши е çармăсăнне-ши? Е ăшăтса çитернĕ пукан темрен те хаклăрах-ши?

Маргарита ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.