Комментари хушас

23 çулта чухнех Ленин орденне, Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ вăл. 1 гектар çĕртен 39 центнер тырă илме /норма 31 центнерпа танлашнă/ пултарнă. Сăмахăм 1924 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă, халĕ Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Матрена Цветкова пирки.

Пилĕк пĕр тăванран паян Матрена Дмитриевнăпа йăмăкĕ пурăнаççĕ.

- 7 класс пĕтерсен 1940 çулта бригадир мана лаша уйăрса пачĕ, кÿлме вĕрентрĕ. Салтак арăмĕсемпе Канаша лавсемпе тырă леçме тытăнтăм. Каялла вутă тиесе килеттĕмĕр. Çавăн чухнех шăнса пăсăлнă ĕнтĕ шăмăсем, - тет кулянса Матрена Дмитриевна.

Вăрçă çулĕсем пуçлансан та çăмăл килмен. Ашшĕсĕр çитĕнмен-ха вăл. Кил хуçи хăрах куçне туратпа тăрăнтарса амантнăран фронта кайман. Çапах вăрçă ахрăмĕ пурне те пырса тивнĕ. Шăллĕне 16 тултарсан 1943 çулта çара илеççĕ. Десантник 7 çултан çеç таврăнать.

- Куçĕ тÿрленсен атте конюхра ĕçлерĕ, анне - бригадăра. Колхоз валли çăвĕпе сÿс тыллатчĕ, хĕлĕпе михĕ çĕлетчĕ. Ачаллах ĕçе хăнăхнă эпир. Алă шыçиччен кĕлте касаттăмăр. Аслисенчен пĕрре те юлман, - аса илет çăмăл мар кун-çулне Матрена аппа. Колхоз тунă чухне лашине те, ĕнине те хуçалăх пурлăхне куçарнине епле манăн?

Тулли лавпа Канаша çÿрекенскере 1941 çулта Сăр шывĕ хĕррипе окоп чавнă çĕре яраççĕ. Улатăр çывăхĕнче чÿк уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕчченех пурăнать.

- Ун чухне арçынсем вăрçа кайса пĕтменччĕ-ха. Вĕсем тăпра муклашкисене лумпа кататчĕç, эпир тепĕр енне купалаттăмăр. Малтан хваттерте пурăнтăмăр. 21-ĕн янăччĕ пĕр киле. Выртма вырăн та çукчĕ. Пĕр сĕтел айĕнче 4 хĕр выртаттăмăр. Витре шăтăкчĕ тата. Сĕтел айне çĕрĕпе тумлатчĕ. Пĕррехинче питĕ шăннăран кăмака çине хăпартăм. Ая сарма нимĕн те çук. Пĕр фуфайкăсăр пуçне мĕн пултăр? Ытла пĕçернĕрен кăмака çинчен сикрĕм. Салтак çинех аннă-мĕн. Эх, вăрçрĕ те ватă салтак! - паян та Матрена Цветкова куçĕ умĕнчех иртнĕ кунсем.

Каярах çичĕ хĕр мунча ăшăтса выртма тытăннă. Çамрăккине хутма хăварнă. Çĕтĕк çăпатисене саплаттарнă.

- Мунча çырма тĕпĕнче ларатчĕ. Сăртра масарччĕ - хăраттăм. Çамрăк вĕт-ха эпĕ. Окоп чавса килсенех Пăчăрлă Пашьелне вăрман касма кăларса ячĕç. Килте пĕр кун та пурăнайман, - сăмах çăмхи малаллах сÿтĕлет.

1942 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче маттурскере çамрăккине пăхмасăр бригадира лартаççĕ. Тăрăшать вăл. Çывăрма пĕлмесĕр ĕçлет. Вăййа тухма та, улах ларма та ĕлкĕрет.

- 9 сехетре правленирен килеттĕм те ал ĕç йăтса улаха утаттăм. Вун иккĕ çитсен тăпаспа урпа çаптарма тухса каяттăм. Ăçта ыйхă туртма вăхăт? Пĕррехинче шăп улах юлашки ларнă каç председатель киле час ямарĕ - лару ирттерчĕ, - аса илет Матрена аппа.

1947 çул çамрăка, тăрăшулăхне кура, чаплă тухăçпа савăнтарать. Çавăнпах çулталăкран вăл пысăк хисепе тивĕçет. Пултаруллă та хастар Ĕç Геройĕ пирки «Ялав» журнал çырса кăтартать. Çакна Патăрьел каччи Иван асăрхать, маттур хĕре шыраса тупма тĕв тăвать. Чăн та, тăватă уйăх иртсенех Иван Дмитриевич Матрена Дмитриевнăна качча илет.

8 ачине кун çути парнеленĕ Цветковсем. Шел, паян 5-шĕ çеç пурăнать. 17 мăнукĕ, вĕсен 15 ачи çитĕнет.

- Тепĕр чухне шутлама тăратăп та аташсах каятăп. Хушсан-хушсан 32 кăларатăпах, - шÿтлеме те ăста 90 тултараканскер.

Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ Матрена аппа. Тĕрлĕ хуçалăхра бригадирта тăрăшнă. 1975 çулта пенсие тухсан та килте ларман. Патăрьелĕнчи сад пахчинче ĕçлеме тытăннă. Çĕр чавнă, хурал тăнă, пан улми тирпейленĕ, хăмла пăхнă. Мăшăрĕ те ÿркенмен, малтан бухгалтерта тăрăшнă. 60 çула çитсен платникре çÿреме тытăннă. Çĕпĕр тăрăхĕнче те сахал мар пулнă. Иван Дмитриевич 1999 çулта вилнĕ. Пурăннă пулсан кăçал 100 çул тултаратчĕ вăл.

- Çынсене хисеплеме, пĕр-пĕрне итлеме вĕрентнĕ пире. Пурте килĕштеретпĕр, туслă пурăнатпăр. Ĕçрен пăрăнас, ÿркенес йăла та çук. Атте-анне ун пек вĕрентмен. Халĕ те: «Ăна турăр-и, кăна турăр-и?» - тесе тĕпчесех тăрать, - кун çути парнеленĕ çывăх çыннине мухтать ывăлĕ Валера.

Унăн хĕрĕ Виктория музыка шкулне çÿренĕ. Халĕ хулара вĕренекенскер акăлчанла тĕшмĕртет. Матрена Дмитриевна вара мăнукĕ хуларан килсенех хĕре хăйĕн патне чĕнет-мĕн. Ют чĕлхепе юрлама ыйтать. Темшĕн килĕшет ăна çак юрă-кĕвĕ. Ахальтен мар мăнукĕ валли туяннă синтезатор та асламăшĕн пÿлĕмĕнчех ларать.

Татьяна НАУМОВА.

Татьяна НАУМОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.