ХАЛĂХ СУДЙИСЕНЧЕН ВĂЛ ÇЕÇ ГЕРОЙ
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте)
2. ЮРИСТ СУКМАКĔ
ВКП(б)-ăн районти комитет бюровĕ Алексей Романовича, 30-мĕш çулсем вĕçĕнче çынсене юрист пулăшăвĕ паракана тата çав вăхăтрах халăх заседателĕ те пулнă специалиста, 1-мĕш участок судйин çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Халăх судьи В.П.Яндайкин чирлесен е отпуска кайсан унăн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.Р.Логинов пулнă. Нотариус сĕтелĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлама вара халăх сучĕн иккĕмĕш секретарьне А.А.Орлова хушнă.
Нумаях та вăхăт иртмен, Чăваш АССР юстицин халăх комиссарĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн А.Р.Логинова нотариус ĕçĕнчен хăтарса адвокатсен юлташлăхне куçарнă. Ĕç хĕсметлĕхĕнче Алексей Романович пысăк утăм тунă тесе хакламалла çакна. Чăнах та, вăл пуçламăш пĕлÿ илнĕ çын кăна иккенне тата вăрçă умĕнхи çулсен пăтăрмахĕсене шута илсен - çĕнĕ ĕç вырăнĕ пуç çаврăнса каймалла карьера шутланнă. Ĕçри çитĕнÿсем, çăл куç пек таса чунĕн талпăнăвĕ вĕри чĕреллĕ юриста вĕçĕм малалла кайма хавхалантарса тăнă. Çакă мар-ши этеме вилĕмсĕрлĕхе çул хывма пулăшакан вăрттăнлăхăн тупсăмĕ?
1940 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Элĕк районĕн ĕç çыннисен депутачĕсен Совечĕ Алексей Романовича халăх сучĕн 2-мĕш участок судйин полномочийĕсене шанса панă.
Вăрçă пуçлансан халăх сучĕн 2-мĕш участокĕ хупăннă. А.Р.Логинов судьяна çĕнĕ вырăн кĕтнĕ. Çавна шута илсе çемйине - арăмĕпе виçĕ ачине (4 çулти кĕçĕн хĕр ачи Юля вилнĕ) каялла Упукушкăнь ялне ăсатнă вăл. Ĕç хĕсметлĕхĕ юриста Красноармейские илсе çитернĕ, ăна районти халăх сучĕн тилхепине тыттарнă. Районти лару-тăрупа тĕплĕн паллашса халăх судйи тивĕçĕсене туллин пурнăçлама та ĕлкĕреймен тĕр вăл. Республикăн юстици комиссарĕ С.Я.Чумуркин 1941 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Логинов судья Хĕрлĕ Çара тухса кайнине хушу çырса палăртнă.
Халăх судйи фронтра çар трибуналĕн членĕ пулса тăнă. Яваплă вырăнта, чирлесен госпитале сипленме выртичченех, ăйăплавçă пулса çар çыннисен шăпине тĕрĕс татса пама тăрăшнă. Совет Çарĕнче кĕçĕн сыпăкри офицерсем çитмен. Логинова командирсен пĕлĕвне ÿстермелли виçĕ уйăхлăх курса янă.
1943 çулта, вĕренÿ хыççăн фронта ăсатас умĕн, Логинов лейтенанта çемйипе курнăçма ултă кунлăх отпуск панă. Çу уйăхĕнче ăна тăван ялĕ, çемйи кĕтсе илнĕ. Шел, ашшĕ, Роман Степанович, çулталăк каялла çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Йăван шăллĕ Мускав çывăхĕнче пуçне хунă. Федорпа Петр пиччĕшĕпе шăллĕ, Мишок ывăлĕ фронтра çапăçнă.
Вăрçа тухса кайнă чух Алексей Романовича ăсатма укăлча хапхи умне ялĕпех тухнă.
- Элекçи тетин хул пуççийĕсем çинче пакунсем пуррине, эпĕ - пилĕк çулхи шăпăрлан, лăйăх астуса юлнă. Ватăсем унпа сăмахласа фронтри лару-тăрупа кăсăкланчĕç. Вĕсен калаçăвне манса та кайнă ĕнтĕ. Ялтан кайсан ăçта çитмеллине те ыйтрĕç унран. Вăл вара:
- Манăн Пермь хулине каймалла, - терĕ.
- Пермь хули тата ăçта ларать? - кăсăкланчĕç ăсатакансем.
Хуравĕ ăнланмалла пултăр тесе пулас, Элекçи тети аллине тухăçалла тăсрĕ те: «Авă çавăнта!» - терĕ.
- Маншăн çав самант - историллĕ. Укăлча хапхи умĕнчи уйрăлу яланлăха пуçа кĕрсе юлнă та - нихăçан та манăçăнмасть, - каласа парса савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те геройăн шăллĕн Петр Романовичăн ывăлĕ - 76 çулхи Микулай (Николай Петрович).
-Халăх судйисенчен пĕр вăл çеç герой, - çапла хаклать А.Р.Логиновăн шăпипе паллашса унăн профессиллĕ ĕçне тĕплĕн тишкерсе тĕпченĕ тата тивĕçлĕ хак панă Николай Васильевич Яковлев - Чăваш Республикин Верховнăй Сучĕн судйи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин хисеплĕ юрисчĕ.
3. АН ЙĔР, АПИ
Юпа уйăхĕнче мăшăрĕн вилнĕ хутне илсен Еленшĕн çут тĕнче тĕссĕрлĕхпе хупланнă. Каçсерен ыйхи татăлнă унăн. Тĕттĕм пÿлĕмре кăмака хыçĕнчи шăрчăк сассине, Якур ывăлĕпе Маруç хĕрачи тутлăн çывăрнине итлесе выртнă май хĕрарăм чунĕ аса илÿсемпе тулнă.
Çунакан чĕрине колхозра тата килти хуçалăхра аллинчен ĕç ямасăр лăплантарма тăрăшнă тăлăх арăм. Елена Егоровна шывланнă куçĕсене ачисенчен яланах пытарса çитереймен.
- Ан йĕр, апи. Хам çитĕнсен сана тутри-тутрипе пĕремĕк илсе парăп,- тенĕ йăпатма тăрăшса, инвалид çуралнă кĕçĕн ывăлĕ Якур. Амăшĕн пурăнас шанăçĕ те ун çине çеç юлнă ĕнтĕ. хуçалăх тытма пултараканни те вăл кăна юлнă. Мĕншĕн тесен Еленăн аслă ывăлĕ Мишок та вăрăçăра пуçне хунă.
17 çулхи Мишока 1942 çулхи хура кĕркунне вăрçа илсе кайнă. Салтак шăпи уншăн ытла синкерлĕ çаврăнса килнĕ. Çул çинче, пĕр чугун çул станцине чарăнсан, выçăскер вăл лавккана çăкăр туянма каять те хăйĕн командин эшелонĕнчен тăрса юлать. Айăпа кĕнĕ çамрăка трибунала яраççĕ. Вара Михаил Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ 242-мĕш Тамань дивизийĕн 662-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕн штраф ротине лекет. Батальон тинĕс пехотин йышĕнче тăнă.
Пĕрремĕш çапăçура аманнă, çапах чĕрĕ юлнă 18-ти штрафника «краснофлотец» ятне тавăрса панă. Айăпне каçарттарнă Логинов матрос радиста вĕренсе тухнă. Крыма ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Акă тинĕс пехотин уйрăм батальонĕн командирĕ 1944 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Михаил Логинов матрос валли хатĕрленĕ награда хучĕ:
«Çар ретĕнче 1943 çултанпа. ВЛКСМ членĕ. Пĕрре аманнă. Награда илмен. Çĕрле тинĕс десанчĕпе 71,1 тÿпеме илме хутшăннă. Тăшман траншейи патне шуса çитсе гранатăсемпе блиндаж аркатнă. Виçĕ фашиста автоматран персе вĕлернĕ. Çапăçу хирĕнчен аманнă юлташне илсе тухса çăлса хăварнă. Çак паттăрлăхшăн 1-мĕш степеньлĕ «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи» ордена илме тивĕç».
Тепĕр документ, уйрăм батальон командирĕ 1944 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче çырнă награда хутне илсе кăтартар. Ун чухне Михаил Севастополь хулине ирĕке кăларма хутшăннă.
«Пульăсемпе снараяд ванчăкĕсен пуç çийĕн çăвакан вутлă çумăрĕ айĕн малалла каякан штраф ротипе пĕрле пырса радиостанцийĕпе дивизи штабĕпе хăвăрт тата пĕр кăлтăксăр çыхăну йĕркелесе парса ротăна оперативлă ертсе пыма май панă. Çав вăхăтрах аманнă боецсене çапăçу хирĕнчен тухма пурнăçне шеллемесĕр пулăшнă. Икĕ ури те аманнă взвод командирне тамăкран илсе тухса çăлса хăварнă». Награда хучĕн вĕçне: «Достоин вторичной правительственной награды - ордена Красной Звезды», - тесе çырса хуни пур.
Штраф ротинче çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн та Михаила Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тăратнă пулнă апла. Анчах паман.
«Аттешĕн тавăратăп», - тесе çырнă амăшĕ патне янă пĕр çырăвĕнче ывăлĕ. Анчах вăрçăран таврăнма ăна шăпа пÿрмен. Икĕ орден кавалерĕ, 19 çулхи Михаил Логинов матрос 1945 çулхи нарăс уйăхĕнче пуçне хунă. Ăна Польшăра, Капница хуторĕн масарĕнче пытарнă. Ывăлĕ те ашшĕ пекех вилĕмсĕрлĕхе çул хывнă.
- Ах, Элекçи! Мишок ывăлăм! Иксĕр те вăхăтсăр çĕре кĕтĕр те - канлĕн çывăрăр. Эпир те кунта мĕн кăна чăтса-тÿссе курмарăмăр-ши? Элекçи, юрать Хветĕк пиччÿпе Петĕр шăллу таса та сывă таврăнчĕç. Мана санăн герой ячĕ мар, ачасене çын тума, хуçалăха тытса тăма, хăна-вĕрлере тăвансемпе пĕрле савăнма хăв кирлĕччĕ. Аслă ывăла авлантарса мăнуксене утьăкка сиктереймерĕм. Вутлă тăвăл мĕн чухлĕ çынна тĕпсĕр авăра вĕри карланкипе çăтрĕ. Эх, Элекçи, аçу хăрушă хыпара пĕлмесĕр çĕре кĕнĕрен, тен, пиртен телейлĕрех пулчĕ? Санпа мăшăрланни те ĕнер çеç пек, - куççуль тăкма чарăнаймасăр çапла аса илнĕ Елена Егоровна мăшăрĕпе аслă ывăлне.
4. АСТĂВĂМ
Алексей Романович, яваплă та пуçиле ĕçре ĕçленĕскер, çынлăхне нихăçан та çухатман. Мĕн пултарнă таран тăван-пĕтенĕсене те пулăшнă. Йăван шăллĕн Кушлавăш ялĕнче пурăнакан хĕрĕ Степанида Ивановна Андреева (89 çула кайнă) унăн ырă кăмăлне халĕ те асра тытать.
- Элĕк районĕн халăх сучĕн секретарĕнче ĕçлеме хăйпе пĕрле Варвари аппăшĕн аслă ывăлне, манран пĕр çул кĕçĕн Федот Павлович Тимофеева, илсе кайрĕ, - тулли кăмăлпа каласа пачĕ Сăхвани кинемей.
- Мана, çамрăк хĕр ачана, Иваново облаçне торф кăларнă çĕре оргнабор йĕркипе ĕçлеме ярасшăнччĕ. Вара Элекçи пичче мана Хĕрлĕ Чутайри обществăлла апатлану столовăйĕнче тĕрлĕ ĕçсем тăвакана вырнаçтарчĕ,- темиçе çул каяллах, хăй сывă пурăннă чух каласа панăччĕ Логиновăн çывăх тăванĕ, Штанаш ял тăрăхĕнче чи нумай çул пурăннă ватă, халĕ çĕре кĕнĕ Анна Тихоновна Евдокимова (Пахинова).
Алексей Романовичăн йăхне Галина Егоровна (Тури Çĕрпÿкасси ялĕ), Маргарита Николаевна (Нижневартовск), Валерий Николаевич (Шупашкар) мăнукĕсем малалла тăсаççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Алексей Романович, унăн мăшăрĕ Елена Егоровна, ачисем: Егор, Мария, Михаил, амăшĕн чĕрçи çинче - Юлия.
Л.Медведев. Хĕрлĕ Чутай районĕ
Комментари хушас