Сывлăх

24 Çурла, 2016

ПИТ ÇИНЕ - ДЫНЯ

Дыньăн пĕçернĕ ăшĕ пигмент пăнчинчен, чĕкеç шатринчен, пÿрлешкерен хăтăлма пулăшать.

Дыня ăшне вăйсăр çулăм çинче 5 минут пĕçермелле, тÿмелле те сăрăхтармалла. Юлнине пит çине ăшăллах хумалла. 10-15 минутран маскăна асăрханса илмелле, пите мамăк тампонпа сăтăрмалла. Процедурăна кашни кун тусан витĕмĕ пĕр эрнеренех палăрать.

Типĕ, çил çинче кушăрханă ÿтшĕн те дыня маски лайăх.

Дыня ăшне нимĕрлесе пит тата мăй çине çÿхе сийпе хумалла. 15 минутран мамăк тампонпа тасатмалла, ÿте тутлăхлă крем сĕрмелле.

Типĕ, пиçĕлĕхĕ пĕтнĕ ÿте дыня сĕчĕ аван уçăлтарать.

17 Çурла, 2016

Сиплевре пуян опыт пухнă

Елчĕк район больницинче сиплевре пуян опыт пухнă специалист чылай. Çак йышра больницăн Çирĕклĕ Шăхальри врач амбулаторийĕнче ĕçлекен Людмила Евстафьевăна та асăнмалла. Вăл — пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ /çемье врачĕ/.

17 Çурла, 2016

ВĔРĔЛЕСРЕН СЫХЛАНĂР

Гастрит — хырăмлăхăн лăймака сийĕ шыçни. Вăл тĕрлĕ сăлтава пула аталанать. Пахалăхсăр çимĕçсем те, хăш-пĕр эмел те, типĕлле, вăхăта уямасăр апатланни те, пĕр-пĕр çимĕçе аллерги пурри те, туртни те, хăватлă алкоголь те витĕм кӳреççĕ. Чир вĕрĕлесрен асăрханмалла. Хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптракансене пулăшакан фиторецептсемпе паллаштаратпăр.

17 Çурла, 2016

ЧĔРĔЛЛЕ ЛАЙĂХРАХ

Пӳсĕр курăкĕ /грыжник голый/ çу-юпа уйăхĕсем тăршшĕпех чечекре ларать. Чĕчекĕсем вĕтĕ, симĕсрех тĕслĕ. Ӳсен-тăран наркăмăшлă пулсан та унпа халăх медицининче анлă усă кураççĕ. Чĕрĕ курăкпа сипленсен лайăхрах. Наркăмăшлине кура виçене çирĕп пăхăнмалла.

Pages