Сывлăх

7 Авăн, 2016

АЮРВЕДА — ТУХĂÇ ПУЯНЛĂХĔ

Аюрведа е пурнăç ăслăлăхĕ — тухăç медицинин пуянлăхĕ. Сывлăх тата вăрăм ĕмĕр çинчен каласа паракан авалхи вĕрентÿ пилĕк пин ытла çул каяллах йĕркеленнĕ. Унăн ансат сĕнĕвĕсем паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ — сывлăха упрама пулăшаççĕ.

Кун йĕрки

1. Шăпах хĕвел тухас умĕн тăма тăрăшмалла.

2. Апат çинĕ хыççăн 5 минут лармалла та 15 минут уçăлса çÿремелле.

3. Кăнтăрлахи апат хыççăн çулла кăна кăштах çывăрса илме юрать, çулталăкăн ытти вăхăтĕнче ку пуçа йывăрлатать.

7 Авăн, 2016

ТĔРЛĔ ЧИРТЕН — СĂРА ÇĔПРИ

Çĕпре — тĕлĕнмелле продукт. Унра В ушкăнри витаминсем, организм çăмăллăнах йышăнакан белок 50 процента яхăн, çавăн пекех нимĕнпе те улăштарма çук 18 тĕрлĕ аминойÿçек пур.

Сиплевре сăра çĕприпе, пресланă тата типĕ çĕпрепе усă кураççĕ. Вĕсем углеводсен виçипе уйрăлса тăраççĕ. Типĕ çĕпрере вĕсем çук, пресланинче — 30 процента яхăн, сăра çĕпринче — 40 процент. Сăра çĕпри лайăхрах витĕм кÿнине палăртаççĕ. Ăна килтех хатĕрлеме пулать.

Килти рецепт

31 Çурла, 2016

ТИНĔС КУПĂСТИ ХӲТĔЛЕТ

Тинĕс купăсти ламинари атеросклероз аталанăвне вăрахлатать, миокард инфарктĕнчен, авитаминозран хӳтĕлет. Вăл вар хытсан апат çулĕн ĕçне уйрăмах паха витĕм кӳрет, юна кĕвелме, тăхасене пухăнма памасть.

Ламинарин талăкри профилактика виçи — 2 чей кашăкĕ. Кирек мĕнли те — типĕтни, консервлани, маринадлани, салатри — усăллă. Типĕ тинĕс купăстине яшкана, пахча çимĕç нимĕрне хушма сĕнеççĕ.

Pages