Комментари хушас

7 Авăн, 2016

АЮРВЕДА — ТУХĂÇ ПУЯНЛĂХĔ

Аюрведа е пурнăç ăслăлăхĕ — тухăç медицинин пуянлăхĕ. Сывлăх тата вăрăм ĕмĕр çинчен каласа паракан авалхи вĕрентÿ пилĕк пин ытла çул каяллах йĕркеленнĕ. Унăн ансат сĕнĕвĕсем паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ — сывлăха упрама пулăшаççĕ.

Кун йĕрки

1. Шăпах хĕвел тухас умĕн тăма тăрăшмалла.

2. Апат çинĕ хыççăн 5 минут лармалла та 15 минут уçăлса çÿремелле.

3. Кăнтăрлахи апат хыççăн çулла кăна кăштах çывăрса илме юрать, çулталăкăн ытти вăхăтĕнче ку пуçа йывăрлатать.

4. Каçхи 10 сехетчен çывăрма выртмалла.

Апатлану

5. Апат умĕн 1 чей кашăкĕ теркăланă чĕрĕ импĕре пĕр чĕптĕм тăварпа çини аппетита лайăхлатать.

6. Апат умĕн, ун вăхăтĕнче е ун хыççăн тÿрех шыв ĕçни апат ирĕлессине пăсать.

7. Калаçмасăр, васкамасăр апатланмалла. Пĕрре ларса çимелли апат икĕ ывăçа вырнаçмалла. Кашни касăка 32 хутран кая мар чăмламалла.

8. Апат ирĕлесси япăхсан хырăмлăхпа пыршăлăх йăлтах тасаличчен ăшă шыв кăна ĕçмелле.

9. Уйăхра икĕ хут, тулли уйăх хыççăнхи тата çĕнĕ уйăх хыççăнхи 11-мĕш кун, выçă тытни организма наркăмăшсенчен тасатать.

10. Пăр пек сивĕ шыв — апат ирĕлтерекен органсемшĕн наркăмăш, ăшши — нектар. Кунне 1,5- 2,5 литртан кая мар шĕвек /яшкана та шута илсе/ кирлĕ. Кун пек чухне апат лайăх ирĕлет.

11. Каçхине çывăрма выртас умĕн 1 стакан ăшă сĕте пĕр чĕптĕм кардамон вăррин порошокне ярса ĕçни лăплантарать. Анчах хĕрарăмсен ăна кĕлетке виçи ÿсесрен ирхине ĕçмелле.

Гигиена

12. Куç çивĕчлĕхне лайăхлатма хĕвел тухнă чухне ун çине — кунне 5 минут е ирсерен тата каçсерен тикĕс çунакан çулăм çине 10-шар минут пăхмалла.

13. Организмăн çут çанталăк палăрăмĕсене /шăк тухасси, анаслани, ÿслĕк, йĕни, сунаслани/ чарса тăмалла мар. Ку — сиенлĕ.

14. Çĕрлене хирĕç ура тĕпĕсене кунжут çăвĕпе сăтăрмалла — ыйхă канлĕ пулать.

15. Ăс-тăна лăплантарма, кĕлеткене çемçетме кунне 15-шер минут çурăм çинче выртмалла.

16. Хытă шăнкартни хăлхана, куçа, сăмасана сиенлеме пултарать.

17. Хырăм çинче ан çывăрăр , ку сывлава чăрмантарать.

18. Ăс-тăн тасалăхне, ÿт-пÿ шайлашулăхне упрама, пурлăх пухассине лайăхлатма ырă шăршăллă çуртасампе усă курмалла, духи вырăнне эфир çăвĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен духири спирт энергие варалать.

Ăс-тăн сывлăхĕ

19. Хăрани тата пăлханни энергие сапаласа яраççĕ, чĕрене вăйсăрлатаççĕ. Курайманлăх тата тарăхулăх организмра наркăмăшсене пухаççĕ. Туссемпе тăвансен пулăшăвĕ шанчăклăрах.

20. Анчах хăранине путарма хăтланни — пÿрене, тарăхнине путарма хăтланни пĕвере сиенлеççĕ. Туйăмсене лайăх ăнланса вĕсенчен хăтăлма тăрăшмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.