ВĔРИ ТАТА СИВĔ ВАННА
Килти сиплĕ ваннăсемпе тухтăр çырса парсан кăна усă курмалла. Унта ачан кĕлетки, ал-ури хупланмалăх шыв ямалла. Анчах унăн шайĕ чĕччисем тĕлне кăна çитмелле, мăй таранах пулсан шыв ача кăшт хускалсанах çăварне лекме пултарать. Ванна кĕмелли вăхăт 8-12 минутран иртмелле мар. Ун хыççăн 20 минут выртса канмалла.
Сивĕ ваннăсем тонуса çĕклеççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, нерв тытăмĕсен ĕçне, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатаççĕ.
Вĕри ваннăсем тар тухассине, япаласен ылмашăнăвне вăйлатаççĕ, организма çемçетекен витĕм кÿреççĕ.
1. Вĕри ваннăпа сипленĕ чухне малтан ачана 37 градус ăшă шыва лартмалла. Унтан, шывне пăтратсах тăнă май, ачан урисем енчен ваннăри температура 40 градуса çитичченех вĕри шыв хушмалла. Ача пуçĕ тавра нÿрĕ сивĕ алшăлли çыхма юрать. Ачана ваннăра 5-10 минутран ытла тытмалла мар. Унти температура пĕр шайрах тăтăр тесе вăхăт-вăхăтпа вĕри шыв хушмалла. Процедура хыççăн ача кĕлеткине хăвăрт шăлса типĕтмелле те малтанах ăшăтса хатĕрленĕ вырăн çине вырттармалла.
2. Тăвар хушнă ванна япаласен ылмашăнăвне ырă витĕм кÿрет. Шывĕ 36-37 градус ăшă пулмалла. Ваннăна тăвар пĕр витре шыв пуçне 100 грамм шайлашупа ямалла. Процедура вăхăчĕ — 8-12 минут. Ванна хыççăн ачан кĕлеткине таса шывпа чÿхемелле. Процедурăна эрнере 2-3 хут ирттереççĕ.
3. Лăсă экстракчĕ хушнă ванна ÿтри ылмашăну ĕçне вăйлатма тата нервсем хытă пăлхансан пулăшать. 1 витре шыва 5 грамм тÿме е 10 грамм шĕвĕ экстракт яраççĕ. Шыв температури — 36-37 градус ăшă, процедура вăхăчĕ — 8-12 минут. Çак ваннăпа эрнере 3 хут сипленме юрать.
4. Марганцовкăллă ваннăсем дезинфекцилекен витĕмлĕ. Вĕсемпе ÿт шыçса чирлесен, пиçсе хĕрелсен, шăтсан усă кураççĕ. Пĕтĕмĕшле ваннăсем е лармалли ваннăсем тума пулать. 1 витре шыва 5 процентлă кали перманганачĕн шĕвекне 10 миллилитр хушаççĕ. Ваннăри шыва кăвакрах-кĕрен тĕс кĕрет. Шыв температури — 36-37 градус ăшă, процедура вăхăчĕ 5-10 минут пулмалла. Кашни кунах сипленмелле.
5. Сода ваннисем ÿт чирĕсемпе, экссудативлă диатезпа аптрасан усăллă. 1 витре шыва 2 апат кашăкĕ апат соди ямалла. Шыв температури — 36-37 градус ăшă, процедура вăхăчĕ — 8-12 минут. Çак ваннăна эрнере икĕ хут кĕме юрать.
6. Крахмал ваннисемпе ÿчĕ хĕрелнипе, кĕçĕтнипе аптракан ачасене сиплеççĕ. 1 витре шыва 100 грамм крахмал ямалла. Малтан крахмала уйрăм кастрюльте пÿлĕм температуриллĕ кăшт шыва ярса пăтратмалла, унтан ваннăна хушмалла. Шыв температури — 36-37 градус ăшă, процедура вăхăчĕ — 8-15 минут. Ача кĕлеткине ванна хыççăнах шăлса типĕтмелле мар! 2-3 минут йĕпипех лартăр, унтан тин алшăллипе чĕркемелле, алăпа кĕлетки тăрăх шаккакаласа тухмалла, ку крахмала ÿчĕ çумĕнчех хăварма кирлĕ.
7. Геркулес е тулă хывăхĕн ванни экземăпа кĕрешме пулăшать. 1 витре шыв пуçне 1 ывăç геркулес е тулă хывăхĕ кирлĕ. Геркулеса е хывăха çÿхе пир хутаçа тултармалла, шыв янă кастрюле ярса 1 сехет пĕçермелле. Унтан хутаçа кăлармалла, ăна пăчăртаса шĕвекне вĕрекен шыва юхтармалла та кастрюльте мĕн пуррине ваннăна ямалла. Шыв температури — 36-37 градус ăшă, процедура вăхăчĕ — 7-10 минут. Ваннăна эрнере — 3-4 хут, кирлĕ пулсан кашни кун кĕмелле.
8. Горчица хушнă ура ваннисемпе çÿлти сывлав çулĕсем шыçсан сипленеççĕ. Шыв температури 40-42 градус ăшă пулмалла. Çакăнтан вĕрирех пулни горчицăри сиплĕ эфир çăвĕсене тухма чăрмантарать. Горчица порошокне /3-5 грамм 1 литр шыв пуçне/ кĕленче савăтри кăшт шыва ярса кăмалекленме пăрахиччен пăтратаççĕ те савăта хупса 10-15 минут лартаççĕ. Унтан ваннăри шыва хушаççĕ. Процедура вăхăчĕ — 5-8 минут. Ванна хыççăн ачан урисене ăшă таса шывпа çумалла, шăлса типĕтмелле те çăм чăлха тăхăнтартмалла.
Комментари хушас