Комментари хушас

31 Çурла, 2016

ТИНĔС КУПĂСТИ ХӲТĔЛЕТ

Тинĕс купăсти ламинари атеросклероз аталанăвне вăрахлатать, миокард инфарктĕнчен, авитаминозран хӳтĕлет. Вăл вар хытсан апат çулĕн ĕçне уйрăмах паха витĕм кӳрет, юна кĕвелме, тăхасене пухăнма памасть.

Ламинарин талăкри профилактика виçи — 2 чей кашăкĕ. Кирек мĕнли те — типĕтни, консервлани, маринадлани, салатри — усăллă. Типĕ тинĕс купăстине яшкана, пахча çимĕç нимĕрне хушма сĕнеççĕ.

Артрит, артроз, ревматизм аптратсан сыпăсем ыратнине ирттерме ламинари ванни кĕме пулать. 45 градус таран вĕрилентернĕ пĕр витре шыва пĕр пачка типĕ ламинари ямалла та унта урасене чиксе 20-30 минут лармалла. Процедура хыççăн урасене çыпăçнă тинĕс купăстине шăлса тăкасран асăрханса типĕтмелле, 4-6 сехет выртса канмалла. Сиплев курсĕ — 12-15 ванна.

Остеохондроз, неврит, миозит аптратсан тинĕс купăстин “пылчăкĕпе” компресс хураççĕ. 50 градус таран вĕрилентернĕ пĕр витре шыва 5-6 пачка типĕ тинĕс купăсти ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Чирлĕ тĕле марля салфетка хумалла, 2 сантиметр хулăнăш ламинари “пылчăкне” сĕрмелле, çиелтен клеенкăпа витмелле, пĕр сий мамăк хумалла, бинтпа çирĕплетмелле.

Компреса 5-6 сехет тытмалла, Сиплев курсĕ — 12-15 процедурăран кая мар. Ку мелпе мĕнле те пулин шыçă е аллерги реакцийĕ пулсан сипленме юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.