Арăмĕшĕн тăрăшакан пуçлăх ята кĕнĕ
Вăрнарти техника инвентаризацийĕн бюровĕн экс-директорĕ арăмĕшĕн тăрăшнине пула ята çеç мар, тĕпчевçĕсен куçĕ тĕлне те лекнĕ. Ун тĕлĕшпе РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Çĕмĕрлери районсем хушшинчи тĕпчевçисем уголовлă ĕç пуçарнă.