Вера ТИТОВА.

17 Ака, 2017

Елчĕк районĕнче акана тухнă

Елчĕк районĕнчи "Комбайн" ял хуçалăх кооперативĕнче çуртрисене акма тухнă. Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерстви паян хыпарланă тăрăх, пĕр çул ÿсекен курăксене унта хальлĕхе 13 гектар акнă. 

13 Ака, 2017

Пĕтĕм чăваш диктантне Мария Самделова вулĕ

Паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017" акцин йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта диктант текстне палăртрĕç. Кăçалхи тĕрĕслеве хутшăнакансем Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕсенчен пĕрне (ячĕ хальлĕхе вăрттăнлăх пултăр) суйларĕç. Сăмах май, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Геннадий Дегтярев тепĕр текст та - Андриян Николаев космонавт хăйĕн хĕрне, Аленăна, пиллесе каланине - сĕнчĕ. Анчах пунктуаципе орфографи тĕлĕшĕнчен ансат тесе ăна илес темерĕç.

13 Ака, 2017

"Хыпар" ИÇ ĕçченне Алина Измана радиоэфирта экспромт сăвă вуласа панă

Паян Чăваш наци радиовĕн "Ирхи кăмăл" передачин тÿрĕ эфирĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн "Тантăш" хаçат, "Тетте", "Самант" журналсен редакторĕ Алина Изман пулнă. Аса илтерер: çĕнĕ тивĕçе вăл нумаях пулмасть кÿлĕнчĕ. Кăларăма Мария Самделова тата Владислав Московцев ертсе пынă.

11 Ака, 2017

"Хыпар" ИÇ директорĕн - тĕп редакторĕн заместителĕ "Ирхи тĕпелте" пулнă

Паян Чăваш Енĕн патшалăхăн телерадиокомпанийĕн тÿрĕ эфирта иртекен "Ирхи тĕпел" кăларăмĕнче "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов пулнă. Республикăри паллă та пултаруллă журналист, драматург, поэт Марина Карягина ертсе пыракан кăларăма ĕçтешĕмĕре Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн ертÿçи пулнă май йыхравланă.

11 Ака, 2017

Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога хисеплесе çырĕç

Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога хисеплесе çырĕç. Кун пирки пире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Александр Кузнецов пĕлтерчĕ.

Pages