"Хыпар" ИÇ ĕçченне Алина Измана радиоэфирта экспромт сăвă вуласа панă

13 Ака, 2017

Паян Чăваш наци радиовĕн "Ирхи кăмăл" передачин тÿрĕ эфирĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕн "Тантăш" хаçат, "Тетте", "Самант" журналсен редакторĕ Алина Изман пулнă. Аса илтерер: çĕнĕ тивĕçе вăл нумаях пулмасть кÿлĕнчĕ. Кăларăма Мария Самделова тата Владислав Московцев ертсе пынă.

Тÿрĕ эфира унччен те тухса курнă Алина Изман çынсем хальхинче йышлă шăнкăравлани, унăн пултарулăхне пысăк хак пани хавхалантарнине пытармарĕ. Радио итлекенсем ĕçтешĕмĕре "Çамрăксен хаçатĕнче" тăрăшнă вăxăтрах пĕлсе çитнине, унăн статйисене юратса вуланине палăртнă.

Кăларăм ертÿçисем малашлăхри тĕллевсемпе те кăсăкланнă. Чăн та, çĕнĕлĕхĕ халех курăнать. "Тантăш" хаçата çырăнса илекенсем унччен пулман рубрикăсене асăрхарĕç пулĕ. Ачасен чунне ыраттаракан ыйтусене уçăмлатакан "Психологпа канашлар", вундеркинд ачасене халалланă "Пинтен - пĕрре", республикăра пурăнакан тĕрлĕ наци ачисем хăйсен культурипе паллаштаракан "Туслăх вăчăри" рубрикăcем кун çути курчĕç те ĕнтĕ. Психолог патне ачасемпе çамрăксен ыйтса çырнине, сăмах май, малашне социаллă сетьсем урлă тата çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнакан Вайбер тата çавăн йышши ытти программа урлă йышăнма тытăнĕç. Хаçат çырăнакансене хавхалантарма викторинăсемпе лотерейăсем те ирттереççĕ.

"Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсенчен тата радио итлекенсенчен пĕри Алина Измана сума сунине палăртса тÿрĕ эфиртах экспромт сăвă вуласа панă.

www.hypar.ru

 

 

Теги: 

Комментари хушас