Вера ТИТОВА.

22 Çу, 2017

Ĕç укçипе парăмлисемпе çирĕпрех пуласшăн

Чăваш Енре ĕç укçипе парăмлă предприятисемпе çине тăрса ĕçлесшĕн. Ку шухăша паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ Правительство ларăвĕнче палăртнă.

17 Çу, 2017

Куславккасене хуçасăр йытăсем пăшăрхантараççĕ

Паян Чăваш Енре йăлана кĕнĕ йĕркепе Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта "хыпарçăсем" те яланхиллех хастар хутшăннă. "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев Куславкка хулинче тата  ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă, вĕсен нуши-терчĕпе, савăнăçĕ-хавасланăвĕпе паллашнă.

15 Çу, 2017

Чăваш Енре пурăнакансене меланомăран тĕрĕслеççĕ

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕнче Меланома диагностикин кунĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - иккĕленÿллĕ турпаллипе пигмент пăнчисене вăхăтра асăрхаса вĕсем усал шыçă маррине палăртасси. Тухтăр патне пынисене дерматологсем йышăнĕç.

12 Çу, 2017

Ĕçтешĕмĕрсем "Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕн хушамачĕпе кăсăкланнă

Тăван радиора тата Чăваш Енĕн Наци телевиденийĕнче ĕçлекенсем ĕçтешĕмĕрĕн хăйне евĕр хушамачĕпе кăсăкланса ăна эфира чĕннĕ. Сăмахăмăр - радио тата НТРК эфирĕнче харăсах тÿрĕ эфира тухакан "Ирхи салам" кăларăм пирки пырать.

Pages