"Хыпарпа" унăн кăларăмĕсене йÿнĕ хакпа çырăнса юлма ĕлкĕрĕр!
Хисеплĕ вулаканăмăрсем тата хаçат тусĕсен ретне тăрас кăмăллисем!
Сире эпир ырă хыпар пĕлтересшĕн. Ырантан, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен, "Хыпар" издательство çурчĕн хаçат-журналне кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмашкăн йÿнĕ хакпа çырăнтараççĕ. Ятарлă акци вунă куна пырать. Хаксемпе çак таблицăра паллашăр.
Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать теççĕ. Васкăр: хаçатлă та пулăр, кĕсйĕр те сисĕнмеллех çÿхелмĕ.
Аса илтерер: «Хыпар» хаçат çырăнакансен мотоблок, ача-пăчапа çамрăксен кăларăмĕсемпе ("Тантăш" хаçатпа, "Тетте" тата "Самант" журналсемпе) пĕр харăс туслашнисен велосипед выляса илес шанчăк пур. Лотерейăна хутшăнас кăмăллисен квитанцисене редакцие ярса памалла.