Чăваш Енре пурăнакансене меланомăран тĕрĕслеççĕ

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕнче Меланома диагностикин кунĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - иккĕленÿллĕ турпаллипе пигмент пăнчисене вăхăтра асăрхаса вĕсем усал шыçă маррине палăртасси. Тухтăр патне пынисене дерматологсем йышăнĕç.

Республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕ Шупашкарти Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă. Унти 15-мĕш пÿлĕмре ирхи 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнĕç. Диспансерăн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕнче (Коммунистсен урамĕнчи 27-мĕш çуртăн 5-мĕш корпусĕ, 3-мĕш пÿлĕм) ирхи 8-тан 14 сехетчен кĕтеççĕ, Çĕмĕрлери уйрăмра (Уруков урамĕнчи 10-мĕш çурт, 3-мĕш пÿлĕм) - 16 сехетчен, Улатăртинче (Мускав урамĕ, 9-мĕш çурт, 3-мĕш пÿлĕм) - 14 сехетчен, Канашринче (Канаш урамĕ, 7-мĕш çурт, 2-мĕш пÿлĕм) - 16 сехетчен.

 

Республикăри онкологи диспансерĕнче турпаллине ÿкерсе илсе rkod-rodinka@med.cap.ru электрон адреспа ярса пама ыйтаççĕ. Сăн укерчĕк янипе пĕрлех ятарлă анкета ыйтăвĕсене хуравлама ыйтаççĕ. Сăн ÿкерчĕксене онколог-дерматологсем хаклĕç. Иккĕлентерекен турпаллине асăрхасан йышăнăва чĕнĕç.

  • 2016 çулта онкодиспансер специалисчĕсем 312 анкетăпа сăн ÿкерчĕке хакланă хыççăн 82 çынна тĕрĕслеве йыхравланă. Вĕсенчен виççĕшĕн меланома пулнă.

www.hypar.ru

 

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас