Комментари хушас

17 Ака, 2017

Елчĕк районĕнче акана тухнă

Елчĕк районĕнчи "Комбайн" ял хуçалăх кооперативĕнче çуртрисене акма тухнă. Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерстви паян хыпарланă тăрăх, пĕр çул ÿсекен курăксене унта хальлĕхе 13 гектар акнă. 

Акана пуринчен малтан тухнă хуçалăх ĕçе агротехника ыйтнă вăхăтра пурнăçлас тесе минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал, ÿсен-тăрана эмеллемелли препаратсем вăхăтра туянса хунă. Кирлĕ техникăна техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Механизаторсене ятарлă ĕç тумтирĕпе тата хÿтлĕх хатĕрĕпе тивĕçтернĕ.

Вăрлăх туса илессипе ĕçлекен "Комбайн" хуçалăхăн ака лаптăкĕ - 2800-е хăн гектар, çав шутран пĕрчĕллисем 1000 ытла гектар йышăнаççĕ. 

Сăмах май, иртнĕ çул республикăра акана ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче тухнă.

www.hypar.ru

 

 

Рубрика: