Пĕтĕм чăваш диктантне Мария Самделова вулĕ

Паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017" акцин йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта диктант текстне палăртрĕç. Кăçалхи тĕрĕслеве хутшăнакансем Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕсенчен пĕрне (ячĕ хальлĕхе вăрттăнлăх пултăр) суйларĕç. Сăмах май, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Геннадий Дегтярев тепĕр текст та - Андриян Николаев космонавт хăйĕн хĕрне, Аленăна, пиллесе каланине - сĕнчĕ. Анчах пунктуаципе орфографи тĕлĕшĕнчен ансат тесе ăна илес темерĕç. Текста çапах та комитет членĕсем ырларĕç, пĕр-пĕр чухне ĕçре усă курмаллине палăртрĕç.

Паянхи ларура  "Тăван радио" тата "Наци радиовĕ" эфирĕсенче диктант текстне вулакана та çирĕплетрĕç. Ку тивĕçе "Наци радиовĕн" дикторне Мария Самделована (сăн ÿкерчĕкре - сылтăмри) шанчĕç. Мария ячĕ комитет ларăвĕнче икĕ хут янăрарĕ. Хастар пикене, студенткăна тата хăйне журналистикăра туптакана "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017" акци сăн-сăпачĕ валли те çирĕплетрĕç. Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ радио ертÿçĕн виçĕ сăн ÿкерчĕкĕнчен пĕрне суйларĕ.

Диктанта И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче çыртарĕç. Унсăр пуçне районсенче те чăваш чĕлхин пĕлĕвне тĕрĕслĕç.

Комитет членĕсем диктант çырассипе çыхăннă ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Ларăва институт директорĕ Петр Краснов ертсе пычĕ.

www.hypar.ru

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас