Чĕлхене сарас пирки Хусанта калаçнă

28 Ака, 2019

Хусанти "Штаб" креатив индустрийĕсен резиденцийĕнче ĕнер Атӑлпа Кама хушшинчи  хуласенчен килнĕ хӑнасем пуҫтарӑннӑ.  Вĕсем чĕлхе пуҫарӑвĕсемпе паллаштарнă.

Тĕрлĕ регионти спикерсем чĕлхене сарас тĕлĕшпе мĕнле ҫĕнĕ майсем тупни пирки каласа кӑтартаҫҫĕ. ИТ-сервисра, Википедире, ҫĕнĕ кĕнекесем кӑларса, вун-вун майпа чĕлхене аталантарас тĕлĕшпе опычĕпе пайлашаҫҫĕ. Унта чӑваш делегацийĕ те хутшӑннă, ҫав шутра - "Хыпар" издательство çурчĕн" "Ҫамрӑксен хаҫачĕн" редакторĕ Алина Изман.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас