"Хыпар" ИÇ директорĕн - тĕп редакторĕн заместителĕ "Ирхи тĕпелте" пулнă
Паян Чăваш Енĕн патшалăхăн телерадиокомпанийĕн тÿрĕ эфирта иртекен "Ирхи тĕпел" кăларăмĕнче "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов пулнă. Республикăри паллă та пултаруллă журналист, драматург, поэт Марина Карягина ертсе пыракан кăларăма ĕçтешĕмĕре Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн ертÿçи пулнă май йыхравланă.
Писательсен çулталăкри ĕç-хĕлĕ çинчен калаçнисĕр пуçне Геннадий Аркадьевич "Хыпар" издательство çурчĕн хаçачĕ-журналĕнчи лару-тăрăва тĕплĕ çутатнă, çырăнтару вăхăтĕнче кăларăмсене кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли çырăнса илмеллине, вĕсем тăван халăхшăн питĕ кирлине палăртнă.
Комментари хушас