Патăрьелĕнчи прокуратура тăлăха хÿтĕленĕ

5 Ака, 2017

Патăрьел район прокуратури 23 çулти каччăн правине хÿтĕлессишĕн суда çитнĕ. Пулăшу ыйтса надзор органне çамрăк хăй кайнă. Унта вăл тăлăх пулин те хваттер паманнине пăшăрханса пĕлтернĕ.

Каччă ахальтен хыпăнса çÿременнипе надзор органĕ килĕшнĕ. Район администрацийĕ укçа çук тесе ыйтăва татманнипе прокуратура çырлахман - суда тавăçпа тухнă. Унтисем те çамрăка майлă пулнă. Çапла вара хысна хĕсĕкки хыçне пытанма май килмĕ - каччăн ыйтăвне тÿре-шаран тивĕçтермех тивĕ.

Район прокурорĕн пулăшуçи Виталий Губарев каланă тăрăх, ун пек ыйтупа пынă тĕслĕхсем тата пур. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 5 заявлени пуçтарăннă. Вĕсенчен иккĕшне суда ярса та панă. Пĕлтĕр пĕр ĕç пăхса тухнă. Суд тăлăха майлă йышăну кăларнă хыççăн 23-ри хĕре хваттерпе тивĕçтернĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас