Комментари хушас

4 Ака, 2017

Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесем пÿрт тума çĕр илеççĕ

Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене çĕр парасси малалла пырать. Çулталăк пуçланнăранпа 329 çемье тÿлевсĕр çĕре тивĕçнĕ.

Аса илтеретпĕр, виçĕ е ытларах ачаллисене çурт-йĕр çавăрма, дача е хушма хуçалăх евĕр усă курма çĕр уйăрасси пирĕн тăрăхра Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.

Çулталăк пуçланнăранпа сертификатлă пулнă çемьесен пысăк пайĕ Шупашкарта пурăнать. Унти 196 çемьене кăçал çĕр панă. Канашра 56, Канаш районĕнче 28, Улатăрта 18 лаптăк уйăрнă.

  • Республикăн Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хушăва йышăннăранпа 5614 çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулнă. Вĕсенчен 90-а яхăн проценчĕ ăна пÿрт хăпартма илнĕ. 

www.hypar.ru