Арăмĕшĕн тăрăшакан пуçлăх ята кĕнĕ

6 Ака, 2017

Вăрнарти техника инвентаризацийĕн бюровĕн экс-директорĕ арăмĕшĕн тăрăшнине пула ята çеç мар, тĕпчевçĕсен куçĕ тĕлне те лекнĕ.  Ун тĕлĕшпе РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Çĕмĕрлери районсем хушшинчи тĕпчевçисем уголовлă ĕç пуçарнă.

Вăрнарти техника инвентаризацийĕн бюровне (вăл вара муниципалитетăн предприятийĕ шутланнă) ертсе пынă вăхăтра çав çын усламçă пулса тимленĕ тесе калаççĕ. Следстви шухăшланă тăрăх, 2015 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче вăл хăйĕн предприятийĕнче ĕçленĕ çынсене административлă отпуска ярса арăмĕ валли кадастр ĕçĕ пурнăçлама хушнă. Правăна пăсн7 фактсене Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ тупса палăртнă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме