Роза ВЛАСОВА

11 Авăн, 2015

Каçалсен Тараевĕ, е Хĕрхенме пултаракан çеç чаплă сунарçă пулать

«Шыва кура пулла тух», - теççĕ халăхра. Кайăк-кĕшĕк йышли вара сунара чĕнет. Сунар пирки сăмах ытахальтен пуçармарăм. Августăн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре сунар сезонĕ уçăлчĕ. Вăл ноябрĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Каçал тăрăхĕнчи сунарçăсем сунара чĕнчĕç те хаваспах килĕшрĕм.

4 Авăн, 2015

Кивĕ Эйпеçсем, курнăçсан, театр çинчен калаçаççех

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Виталий Никишина чăвашлăхпа çыхăннă мĕнпур ыйту канăç памасть. Тăван чĕлхепе çĕнĕ кĕнеке тухнă - туянма васкать, Шупашкарти чăваш театрĕсенче çĕнĕ спектакль лартаççĕ - çитсе курма хыпаланать.

2 Авăн, 2015

Пуçлăхсем вĕсен юррисене чĕркуçленсе ларсах итлеççĕ...

Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти культура çурчĕ çумĕнчи «Сăр Ен» фольклор ушкăнĕ тарăн шухăшлă, авалхи чăваш юррисене шăрантарни çинчен темиçе çул каяллах илтнĕччĕ. Хăйсемпе курса калаçма та ĕмĕтленеттĕмччĕ. Ку тинех пурнăçланчĕ.

1 Авăн, 2015

Ахаль çÿресен ахах памаççĕ

- «Пенсие тухсан килти, ялти библиотекăри мĕнпур кĕнекене вулатăп. Пушă вăхăт нумай пулать», - теттĕм. Апла мар иккен, вăхăт пĕрех çитмест. Хĕлле кăна кăштах ирĕклĕрех. Чĕнтĕр те çыхатăп, тĕрĕ те тĕрлетĕп. Çуркунне вара хурт-хăмăр ĕçĕ пуçланать.

Pages