Çăкăр шăрши яланах кăмăла çĕклет

25 Çурла, 2015

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Энтузиастсен урамĕнче вырнаçнă «Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ» предприятире пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Малтанах Михаил Васильевич шушкă кăларакан цехпа паллашрĕ. Унтан акт залĕнче заводра ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Завод çитес çул хăйĕн 35 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет - ăна август уйăхĕнче хута янă. Паянхи кун кунта 290 тĕрлĕ çăкăрпа батон, шушка тата тĕрлĕ кондитер изделийĕ кăлараççĕ. Талăкра 45 тоннăна яхăн хатĕр продукци пиçсе тухать. 2014 çулта шушка изделийĕсене пĕçерекен çĕнĕ производство корпусĕ хута кайнă. Çапла тепĕр 32 çын валли ĕç вырăнĕ тунă. Кунта пиçсе тухнă техĕмлĕ шăршăллă çăкăрпа кулача куллен предприятийĕн хăйĕн «Калач» лавккисенче сутаççĕ. Çăкăрĕ пысăк пахалăхлă пулнине вара завод Мускавра иртекен Пĕтĕм Раççейри смотрсенче çулсеренех пысăк наградăсем илни çирĕплетет. Пĕлтĕр çăкăр тата çăкăр йышши изделисен Пĕтĕм тĕнчери «Çĕнĕлĕхсем тата йăлана кĕни» смотрĕнче тмин ярса пĕçернĕ шурă çăкăр ылтăн медале тивĕçнĕ.

Предприятире паян 800 яхăн çын вăй хурать. Туслă та çирĕп коллективра аслисем çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Професси шайне ÿстерес тĕллевпе 91 ĕçчен аслă пĕлÿ илнĕ. 23-шĕ - малалла вĕренет. Предприяти сиплев, искусство, спорт, вĕрентÿ учрежденийĕсене, общество организацийĕсене чиркÿсемпе мăнастирсене спонсор пулăшăвĕ парать.

- Ку заводра эпĕ пĕрре кăна пулман. Унăн территорине çывхарсанах çăкăр шăрши сăмсана кăтăклать. Çăкăр шăрши вăл яланах кăмăла çĕклет. 10 çул каяллахипе танлаштарсан ĕç-хĕле паян çĕнĕлле йĕркеленĕ. Акă паян шушкă кăларакан цехра пултăмăр. Рабочисен кăмăлĕсем лайăх, çавăнпа шушкăсем те тутлă пиçеççĕ. Эпир те вĕсене тутанса пăхрăмăр. Питĕ паха. Ачалăхăм аса килчĕ. Чăтаймарăм: «Тин кăна сунă ăшă сĕтчĕ кунта», - терĕм. Эпир вĕт батон, сĕтпе шушкă çисе ÿснĕ. Завод паян чăннипех те тухăçлă ĕçлет. Кунта кăларакан çăкăрпа кондитер изделийĕсен ассортименчĕ питĕ пуян. Шалу та ытти предприятипе танлаштарсан аванрах. Хула çыннисем сирĕн çăкăра кăмăллаççĕ, аван туянаççĕ. Малашне те сирĕн тухăçлă та ăнăçуллă ĕçлемелле пултăр, - терĕ Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев коллектива ЧР апат-çимĕç промышленноçне аталантарас ĕç-хĕлте пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тав турĕ, «Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ» предприятие Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысларĕ. Унтан заводра ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çынсене паян сывлăхпа сиплев ыйтăвĕсем ытларах пăшăрхантараççĕ. Сăмахран, çывăхри Чапаев поселокĕнчи поликлиникăра терапевтсем çитмеççĕ-мĕн. Завод вырнаçнă Энтузиастсен урамĕнчи ача-пăча поликлиникинче вара специалистсем патне лекме йывăр... Ашшĕ-амăшĕн васкавлă чухне ирĕксĕрех тÿлевлĕ мелпе пулăшу илме тивет. Кÿкеçри /унтан та çÿреççĕ ĕçе/ больницăра терапевтсем пациентсене 16 сехетчен кăна йышăнаççĕ. Çынсем вара ĕç хыççăн тухтăр патне лекме ĕмĕтленеççĕ. Гладков урамĕнчи микрорайонта шкул çукки те пăшăрхантарать кунта ĕçлекен ашшĕ-амăшне. Вĕсен ирĕксĕрех ачисене аяккарах вырнаçнă 10-мĕш шкула илсе çÿреме тивет. Михаил Игнатьев республикăра 30 çĕнĕ шкул тума палăртни çинчен каларĕ-ха маларах. Анчах вĕсем асăннă микрорайон пирки манман-и? Ку ыйтăва Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов уçăмлатрĕ: «Гладков урамĕнчи шкул чи малтан хута каякансен йышĕнче пулĕ. Çитес çулах унта строительство ĕçĕсем пуçланĕç. 1100 вырăнлă шкула 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уçма палăртатпăр». Кутузов урамĕнчи ятарлă шкул çывăхĕнче вара тротуар çук-мĕн. Ачасен машинăсем çÿрекен çулпах утма тивет. Леонид Ильич каланă тăрăх - 2016 çулта унта çул сарма, тротуар тума палăртнă. Михаил Васильевич вара ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕç-хĕле кая хăварма юраманнине аса илтерчĕ, вăхăтлăх тротуар та пулин тумалли çинчен каларĕ.

Роза ВЛАСОВА

Рубрика: