Роза ВЛАСОВА

15 Ака, 2014

Калăм, вирĕм, сĕрен тавра...

Чăваш халăхĕ юрă-кĕвĕпе, сăмахпа, тĕрĕпе кăна мар, ытти тĕрĕк халăхĕ пекех йăла-йĕркепе те питĕ пуян. Çак пуянлăх пирки пирĕн уйрăмах кăçал - Культура çулталăкĕнче ытларах калаçмалла тата çырмалла. Паян манăн чăвашсен çуркуннехи йăли-йĕрки пирки сăмах пуçарас килет. Халăхăмăрăн хăш-пĕр уявне хĕрсемпе хĕрарăмсем кăна хутшăнаççĕ /тĕслĕхрен, Хĕр акине/, е арçынсем кăна йĕркелесе ирттереççĕ. Сĕрен /е Вирĕм/ шăпах çакнашкаллисен йышне кĕрет.

11 Ака, 2014

Хăва - асамлă йывăç

Ыран турра ĕненекенсем çурхи пысăк уявсенчен пĕрне - Кăчăкă праçникне палăртаççĕ. Чиркÿ календарĕнче вăл "Турă Иерусалима кĕни" ятлă. Паян вара - Лазерь шăмат кунĕ. Иисус Лазере вилнĕ хыççăн тăваттăмĕш кунне чĕртнĕ.

1 Ака, 2014

Чăваш туйне тавăрасчĕ

Чăваш туйĕ - чăн-чăн театр, унăн йăли-йĕрки питĕ пуян. Апла пулин те вăл паянхи çамрăка илĕртмест. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ăна хăйнешкел, çĕнĕлĕхсем хушса йĕркелесе ирттерет. Çав вăхăтрах ытти тĕрĕк халăхĕ ĕлĕкхи туй йăли-йĕркине пăхăнать. Пирĕн те туйăн хăш-пĕр элементне чĕртсе тăратма май çук-ши?

31 Пуш, 2014

Чĕлхе çине килни ума килет

Этем çут тĕнчепе пĕр тытăмра пурăнать. Пирĕн шухăшсене, кăмăл-туйăма такам курса, илтсе тăнăнах туйăнать хăш чухне. Чăвашсен: "Чĕлхе çине килни ума килет",- тени пур. Тепĕр чухне шухăшламасăрах начар япала "персе яратăн" та - "кĕрепле аври çамкаран пырса çатлаттарать".

Pages