Роза ВЛАСОВА

23 Ака, 2014

«Клуба кĕрсенех ташша яратпăр»

Яла тытса тăраканни, пĕтме паманни - культура вучахĕ. Пĕчĕк ялшăн вара вăл уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна асрах тытаççĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи Смычкăра пурăнакансем. Кунта 2012 çулта Анатолий Тимофеевпа Альбина Михетова администраторсем киличчен клуб пĕр хушă хупă ларнă.

19 Ака, 2014

Нурăсра «нурасла» калаçаççĕ

Ял ачисем район центрĕнчи шкула вĕренме кайсан вырăсла ытларах калаçни пирки пĕлтереççĕ пĕлĕшĕмсем. Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарнă май çакна хам курса ĕненес терĕм. Республика варринче вырнаçнă Вăрнар районне суйларăм. Анчах Вăрнар поселокнех çитес темерĕм, Нурăсра /вырăнти халăх ытларах Калинино тет/ чарăнтăм.

18 Ака, 2014

Чăх çăмарти çаврака, хĕвеле аса илтерет...

Ыран турра ĕненекенсемшĕн аслăран та аслă, çутăран та çутă праçник - Мăн кун. Вăл - "Кунсен патши", "Праçниксен праçникĕ", "Савăнăçсен савăнăçĕ". Уяв сĕтелĕ валли кашни çемьерех тутлăлантарса шурă çăкăр / кулич/ пĕçереççĕ, çăмарта хĕретеççĕ. Мăн кун çăкăрне халăхра "пурнăç" теççĕ.

18 Ака, 2014

Нурăсра "нурасла" пуплеççĕ

Ял ачисем район центрĕнчи шкула вĕренме кайсан ытларах вырăсла калаçни пирки пĕлтереççĕ пĕлĕшĕмсем. Чăваш чĕлхи кунĕ çывхарнă май çакна хам куçпа курса ĕненес терĕм. Республика варринче вырнаçнă Вăрнар районне суйларăм. Нурăссем мĕнле чĕлхепе пупленине илтес тесе чăн малтан пасара çул тытрăм.

Pages