Роза ВЛАСОВА

22 Çурла, 2014

Вут-кăвар илеме те шеллемен

Илем тĕнчене çăлать теççĕ. Ку тĕслĕхре вара урăхларах килсе тухнă. Вут-çулăм живопиçе пĕр хĕрхенÿсĕр кĕл купине çавăрнă. Сăмахăм Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Валентина Бочкаревăпа унăн ашшĕн Константин Гавриловăн /Каккăр Кĕçтенккийĕ тенĕ ăна/ картинисем пирки.

13 Çурла, 2014

Ĕненÿ чунра пулмалла

«Эпĕ пĕр 40-50 çул турра ĕненмен. Анчах хăш-пĕр çынна тĕл пулсан пурнăç, ĕç-пуç ăнманнине сисеттĕм. Манăн аннене пушă витрепе курсан та ăнать тетчĕ ял-йыш. Сунарçăсем сунара кайиччен унпа курнăçсан сунар яланах ăннă-мĕн. Вĕсем сăсара çĕклемĕпех йăтса килнĕ.

6 Çурла, 2014

Çĕнĕлĕхсемпе усă куратпăр, чăвашлăха та упратпăр хăратмаççĕ

Чăн та, халĕ çĕнĕ технологисем кунран-кун аталанса, вăй илсех пыраççĕ. 10-15 çул каялла чăнкăраххисем, пуянраххисем карас телефонпа çÿренине ăмсанарах пăхаттăмăр тăк - паян вăл кашнинех пур. Кĕсье телефонне ăнсăртран киле манса хăваратăн тăк - тем çитмен пекех туйăнать. Лайăххине çын час хăнăхать çав.

5 Çурла, 2014

«Власов хушамат вăрçăра кансĕрлемерĕ»

Вăл, 89 çулти шур сухал, манпа паллашнă хыççăн тăванне курнă пекех хĕпĕртерĕ. Ара пирĕн хушамат пĕрешкел-çке. Калаçу çăмхине сÿтме пуçласан та пĕрех лăпланмарĕ-ха мучи. «Çапах та аякри хурăнташсем мар-и-ха эпир?» - текелерĕ. Чăваш Енре Власов хушамат сайра тĕл пулнăран çапла каларĕ ĕнтĕ вăл.

Pages