«Эпир форума хатĕр!»

15 Çурла, 2014

Пирĕн патăмăрта спорт форумĕ ирттерме йышăннине шăпине спортпа çыхăнтарнă паллă çынсем еплерех хаклаççĕ?

Николай Николаев, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕн директорĕ:

- Çак хыпара савăнса кĕтсе илтĕмĕр, мĕншĕн тесен пирĕн пата тĕнчери паллă спортсменсем килеççĕ. Пурте пĕлекен специалистсем ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ. Форумра çавăн пекех «Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх» спорт индустрийĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ те уçăлать. Спорт енĕпе Чăваш Ен яланах малтисен йышăнче пулнă. Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тюменьте çуллахи биатлон енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртет. Унта Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пирĕн спортсменка Татьяна Семенова та хутшăнать. Мĕнех: «Эпир форума хатĕр!»- тесшĕн эпĕ.

Владимир Семенов, Шупашкар хулин ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ:

- Пирĕн республика юлашки вăхăтра спорт енĕпе çÿллĕ шая çĕкленчĕ. Çăмăл атлетика, биатлон енĕпе, кĕрешÿçĕсен йышĕнче ăста спортсмен нумай. Надежда Федоровăна, Ольга Смирновăна, Екатерина Красновăна тата ытти нумай çынна асăнма пулать. Манăн шухăшăмпа, «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума Чăваш Енре ирттерсе питĕ тĕрĕс тăваççĕ. Эпир хамăр енчен асăннă форума ирттерме, пулăшма хатĕр.

Николай Алексеев, спорт ветеранĕ:

- «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канаш ларăвне Шупашкарта ирттересси çинчен пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм. Спорта аталантарассишĕн çине тăракан Чăваш Ене çак форум тахçанах кирлĕ. Çапах та хăш-пĕр çитменлĕхе те палăртса хăварас килет. Халĕ пире ĕлĕкхи пек спорт мероприятийĕсем çитмеççĕ. Сăмахран, «Ылтăн шайбăна» ачасемпе çамрăксем пуçаруллă, йышлă хутшăнатчĕç. Асăннă турнира чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Çак ăнтăлăва ачасенче халĕ туймастăп. «Атте, анне тата эпĕ» ăмăрту та питĕ хаваслă та шавлă иртетчĕ. Пирĕн вăхăтри çемьесем унта йышлăн тупăшатчĕç. Халĕ ялан пĕр çынсем хутшăнаççĕ. Урампа урам, картишпе картиш те футболла выляс енĕпе ăмăртмаççĕ. Пахалăхлисене упраса хăварса çĕннисене шухăшласа кăлармалла. Спорт форумне курма Шупашкара çемйипех пырасшăн-ха.

Виталий Васильев, ЧНК çумĕнчи спорт комитечĕн председателĕ, «Кĕрешÿ» федераци президенчĕ:

- Форум - питĕ кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Эпĕ 2009 çулта Хусанта иртнĕ спорт форумне хутшăннăччĕ. Унта Раççейри мухтавлă спортсменсемпе тренерсем, сумлă çынсем пухăннăччĕ. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко ун чухне 2009-2019 çулсенче Раççейри спорта аталантарма 75 миллион тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕччĕ. Форумра спортăн тĕрлĕ енĕпе пысăк ăмăртусем иртрĕç, çĕнĕ стадион уçрĕç. Тĕрĕссипе, тупăшусем валли форумра нухрат нумай уйăраççĕ. Çакă та паха. Эпир унта пиçиххипе кĕрешсе кăтартрăмăр. Хамăр патăмăрта вара Олимп вăййисен йышне кĕмен спорт тĕсĕсем пирки сăмах пуçарасшăн. Тен, Шупашкарта спортăн çакнашкал тĕсĕсене аталантаракан ятарлă спорт шкулĕ уçмалла? Сÿтсе явмалли ыйту чылай. Çавăнпа федерацисен, общество организацийĕсен форума тĕплĕн хатĕрленмелле.

Валерий Васильев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ:

- Çакнашкал пысăк пулăм шурă Шупашкарта иртни питĕ аван. Апла тăк - республикăна, унăн ертÿлĕхне, спортсменсене шанаççĕ. Чăваш Ен спорт енĕпе Раççейре малтисен йышăнче пулнăшăн хăпартланмалла çеç. Пирĕн виçĕ спортсмен фристайл енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне кĕнĕ. Елена Муратова вара Олимп вăййисене те хутшăннă. Пысăк мероприяти çÿллĕ шайра ирттĕр тесе çине тăрсах хатĕрленетпĕр. Форумăн ырă пархатарĕсем малалла сулмаклă аталанма мехел парасса шанатăп, ĕненетĕп.

Роза Власова

ыйтса пĕлнĕ

Рубрика: