Вут-кăвар илеме те шеллемен

22 Çурла, 2014

Илем тĕнчене çăлать теççĕ. Ку тĕслĕхре вара урăхларах килсе тухнă. Вут-çулăм живопиçе пĕр хĕрхенÿсĕр кĕл купине çавăрнă. Сăмахăм Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Валентина Бочкаревăпа унăн ашшĕн Константин Гавриловăн /Каккăр Кĕçтенккийĕ тенĕ ăна/ картинисем пирки. Çурла уйăхĕн малтанхи кунĕнче сăрă ăстин çуртĕнче пушар тухнă... «Вăрăран юлать, вут-кăвар нимĕн те хăвармасть»,- тени тĕрĕсех çав. 400 ĕçрен 20 картина кăна упранса юлнă.

 

Телее, маларах мана Бочкаревсем патĕнче пулса курма тÿр килнĕччĕ. Ун чухне 86 çулти /халĕ сакăр вун тăххăрта/ Валентина Константиновна хăйĕн тантăшĕсем пек мăнукĕсемпе кăна йăпанмастчĕ, мольберт умĕнче тăратчĕ, пахчара та, пÿртре те чечексем ÿстеретчĕ, пыл хурчĕ усратчĕ, сĕрме купăс калатчĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çыннăн интересĕ сахалланать, чун киленĕçĕ иксĕлет, тĕссем шупкаланаççĕ тенипе те пĕрре те килĕшместчĕ вăл. Эпĕ пынă чухне, ĕмĕр тăршшĕпех илем тĕнчипе туслă пулнăскер, «Пирĕн картиш» картина çыратчĕ... Çуртĕнче вара музейри пекехчĕ. Йĕри-тавра - картина, скульптура ĕçĕсем, ачисемпе мăнукĕсен ăсталăхĕ, ашшĕ маçтăрланă авалхи сĕтел-пукан, музыка инструменчĕсем, сăмаварсем, кил хуçин ытарайми шлепкисем... Çаксем йăлтах куç умĕнче. Шел, вĕсем пирки халĕ иртнĕ вăхăтпа çырма тивет.

 

Италие кайнă пулсан-и...

 

Валентина Бочкарева хăйĕн тăван ялне /Муркаш районĕнчи Çулава/ кайсан ăна унта Каккăр Кĕçтенкки Вали теççĕ. Унăн аслашшĕне Гаврил Степановича та, мăн аслашшĕне Çтаппана та ял-йышра «Каккăр» тесе чĕннĕ-мĕн.

Ашшĕ, Константин Гаврилов, питĕ талантлă художник пулнă. Никита Сверчков, Моисей Спиридонов, Юрий Зайцев ăстасемпе пĕрлех вăл та чăваш ÿнер искусствине пуçарса яраканĕсен йышне кĕме пултарнă. Вăл Ишек чиркĕвĕнче турăшсем çыракан маçтăрăн пулăшуçинче ĕçленĕ. Каярах хăй тĕллĕн ÿкерме тытăннă. Пушнар, Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕсенче вăй хунă. Пĕр вăхăт Етĕрне районĕнчи Стрелецки, Никольски ялĕсенчи вырăссем патĕнче картинăсем çырса пурăннă. Чăваш академи драма театрĕнче декорацисем хатĕрленĕ.

Константин Гаврилович ÿкерес енĕпе Хусанта ятарлă пĕлÿ илнĕ. Çавăнта паллашнă та Никита Сверчковпа. Фешин, Медведев, Тимофеев прподавательсем патĕнче вĕреннĕ. Ăна вĕсем чи лайăх вĕренекен тесе Италие ÿкерÿ ăсталăхне ÿстерме ярасшăн пулнă. Анчах Каккăр Кĕçтенкки хамăр çĕр-шыврах лайăх тесе инçе çула тухма килĕшмен. Константин Гаврилов ытларах портретсем çырнă, пейзажсем ÿкернĕ. Картинăсенче - ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ, ачисем, тăван шăллĕсем Ананипе Василий. Çарамас хĕрарăмăн кĕлеткин илемĕ те илĕртнĕ художника. «Виçĕ граци», «Тухтăр патĕнче» картинăсенче ÿт-пÿ хитрелĕхĕ куç тулличчĕ. Каккăр Кĕçтенккин картинисенче сăнланнă хĕрсем, хĕрарăмсем ахаль хресченсем мар, аристократкăсем. Çав вăхăтрах Хрущевпа Брежневăн портречĕсене те çырнă. «Атте çамрăк чухне укçа та ÿкерсе пăхнă. Чăн укçаран уйăрма çуккине асăрхасан хăйне тĕрмене хупасран шикленсе ÿкнĕ. Вара тек аппаланман»,- каласа парать Валентина Константиновна. Каккăр Кĕçтенккине Мăн Сĕнтĕр çăвине пытарнă. Вил тăпри çине ывăлĕ Алим ăсталанă скульптурăна вырнаçтарнă. Хĕрĕпе мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен асĕнчех вăл. Вĕсем Константин Гавриловичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалласа пысăк альбом хатĕрленĕ. Телее, вут-кăвар ăна тĕп тăвайман. Валентина Константиновнăн хĕрĕсем альбома типĕтсе йĕркене кĕртнĕ. Константин Гаврилов пирки хурăнташĕсем те, ял-йыш та пĕлет. Анчах, питĕ шел, Чăваш Енре унăн ят-сумĕ сарăлайман. Чăваш художникĕсен союзне те кĕмен вăл. Италие кайнă пулсан-и. Тĕнчипе паллă художник пулатчĕ-тĕр... Вăт шăпа, пĕриншĕн вăл сĕре телейлĕ килет, теприне вара ура хурсах пырать. Валентина Бочкарева пĕлтернĕ тăрăх - Константин Гавриловичăн нумай картини пушарта, Çулав ялĕнчи кивĕ пÿрчĕ çуннă чухне, пĕтнĕ... Халĕ ав ун чухне юлнисем те, каярах ÿкернисем те каллех «хĕрлĕ автан» тыткăнне лекнĕ.

 

Музее - «Шупка тутăрлă хĕре» курма

 

Ыттисене курманнине куракан, нумайăшĕ илтменнине тăнлакан чĕрĕ те йăрă Валентинăна ÿкерес ăсталăхĕ ашшĕнчен куçни куç кĕрет. «Шкула кайичченех атте мана кăранташсем туянса панăччĕ. Ÿкерме питĕ кăмăллаттăм. Шкулта вĕреннĕ чухне те ботаника учительници мана яланах доска çине чечексем ÿкерттеретчĕ. Эпĕ 7 класс пĕтернĕ чухне аттен шăллĕ Василий пичче тĕп хулара Никита Сверчков художник патĕнче çурт хăтланă çĕрте ĕçлетчĕ. Аттепе Никита Кузьмич питĕ туслăччĕ. Пичче киле ĕç хатĕрĕсем илме килсен атте, «Вальăна та илсе кай-ха хăвăнпа пĕрле. Тен, Никита Кузьмич ăна вĕренме вырнаçтарать»,- терĕ. Вăл мана ÿкерме хăнăхма ÿнер училищине кĕртесшĕнччĕ. Вăл вара Улатăрта-мĕн. Вара строительсен техникумĕнче пĕлÿ илме пуçларăм. Унта рисовани урокĕсем пурччĕ. Никита Кузьмич патĕнче пурăнаттăм», - аса илет Валентина Константиновна.

Унăн телейне, техникумра юлашки курсра вĕреннĕ чухне ÿнер училищи Шупашкара куçса килет. Вальăна унта тÿрех 2-мĕш курса илеççĕ. Унтан вĕренсе тухсан ăна Мăн Сĕнтĕр шкулне ĕçлеме яраççĕ. Черчени, рисовани урокĕсене ертсе пырать, пушă вăхăтра картинăсем ÿкерет çамрăк учительница. Валентина Константиновна 4 ача çуратнă хыççăн чун туртнипе Чăваш патшалăх педагогика университечĕнче ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ илет. Пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă пулăма та тăтăшах аса илет паян Валентина Константиновна. Никита Сверчков художник хăй вăхăтĕнче «А.С.Пушкин чăваш ялне килни» картинăна çырнă чухне шыв витрисене кĕвентепе йăтса тăракан чăваш тумĕллĕ хĕре Валентинăна пăхса ÿкернĕ-мĕн. Ку çеç-и. Сверчков унăн портречĕсене тата та тунă. «Студентка» - иртнĕ çамрăклăха аса илтерет. Тепĕр портречĕ - «Шупка тутăрлă пике» - Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче упранать.

Валентина Бочкарева ытти чылай хĕрарăм художник пекех чечексем, натюрмортсем ÿкерме кăмăллать. Çав вăхăтрах вăл автопортрет та, «Пир çапни», «Шыв арманĕ», «Кĕпер туни» тата ытти картина та çырнă пулнă. Валентина Константиновнăн хĕрĕсем Ираидăпа Эльза пĕлтернĕ тăрăх - амăшĕ Шупашкарта пулнă чухне яланах хăйне Ÿнер музейне илсе кайма ыйтать-мĕн. Шураппа вара «А.С.Пушкин чăваш ялне килни», «Шупка тутăрлă пике» картинăсем умĕнче чылайччен тăрать имĕш. Ахăртнех, хĕр-упраç çулĕсене, «ирхи» йĕрсене аса илет...

 

Ÿкерÿ хуйхă чухне те чуна йăпатать

 

Ашшĕн Константин Гавриловичăн юратнă каларăшне - «Шурă пÿртрен шурă кĕпепе тухни чаплă. Хура пÿртрен шурă кĕпепе тухни тата та чаплăрах» - ĕмĕр тăршшĕпех асра тытнă Валентина Константиновна. Ун пирки те, ашшĕ çинчен те хура пÿртрен шурă кĕпепе тухнă теме пулать. Анчах ăстан, шел те, халĕ хăйĕн пÿрчĕ тек çук. Ни кĕреймест унта вăл, ни тухаймасть... «Тăхăр теçетке çула яхăн çуртунта пурăнса ăна пĕр самантрах çухатасси ватă çыншăн питĕ йывăр пулăм. Пушар ирхине 9-10 сехетсенче тухнă. Ун чухне килте анне те, мăнукĕ Валя та пулнă. Тепĕр мăнукĕ Оксана ирхине Шупашкара ĕçлеме тухса кайнă. Валя çывăрнă. Анне вара çемçе пукан çинче хаçат вуласа ларнă. Чÿрече енне çурăмпа ларнă вăл, çавăнпа нимĕн те курман, туйман. Пÿрт тăрринче явăнакан çулăма кÿршĕре пурăнакан йăмăкăм Эльза асăрханă. Вăл чупса каçнă та аннене, Вальăна вăратса илсе тухнă, пушарнăйсене чĕннĕ. Мăн Сĕнтĕртен килнĕ пушар машини юсавсăр пулнăран Муркашрисене те инкек пирки пĕлтерме тивнĕ. Анчах вĕсем çур сехетрен кăна çитнĕ. Çав вăхăтра лупас çунса пĕтнĕ пулнă. 60 çул каялла лартнă çуртра /умĕнчи кирпĕчрен, кайри йывăçран пулнă/ çулăм вăйлах хуçаланнă. Çавăнпа ăна тăруках сÿнтерме май килмен. Пÿртрен кирпĕч стенасем кăна юлнă. Юрать, çулăм «чĕлхи» мунча патне çитеймен. Питĕ шел, паллах, кукаçин, аннен ĕçĕсене. Кукаçин скульптурисем те юрăхсăра тухнă. Телее, чи хаклисенчен пĕри, аннен чи юратнă картини /амăшĕн портречĕ. Ăна 1946 çулта Никита Сверчков ÿкернĕ. Вăл В.Бочкаревăн пÿлĕмĕнче пулнă. - Авт./ упранса юлнă. «Аннеçĕм, сана кăна Турă пулăшнă пулĕ»,- тетĕп хаклă çыннăма. Çулăм çÿлтен пынă вĕсем патне. Çиппи çуннă хыççăн картина урайне ÿкнĕ, ытти ăпăр-тапăр айне пулнă. Кукаçи ÿкернĕ турăшсем, пĕр-ик ĕçĕ /çав шутра «Виçĕ граци»/ çунайман», - каласа парать Валентина Константиновнăн хĕрĕ Ираида Илларьевна.

Ираида Кретинина пĕлтернĕ тăрăх - пушар лупас хыçăнчен тухнă. Кам та пулин тивертнĕ-и ăна е хăйне хăй чĕрĕлсе кайнă, е электричество пралукĕсем кивелсе юрăхсăрланнă, е вутпа асăрханусăр пулнă - хальлĕхе татăклă хурав çук-ха. Çуртне, картинăсене çухатни Валентина Бочкаревăна анратсах янă. Пушар вăхăтĕнче вăл садра пукан çинче хытса ларнă... Каçхине хĕрĕ патне юнашар çурта чĕнсен те каясшăн пулман. «Манăн кунтах пурăнас килет», - тесе хирĕçленĕ. Виçĕ куна яхăн участок тухтăрне чĕнтерме тивнĕ. Ватă хăйне шутсăр япăх туйнăран юлашкинчен Мăн Сĕнтĕр больницинех вырттарма тивнĕ. Эпĕ пынă чухне /çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче пулнăччĕ вĕсем патĕнче/ ăна Эльза шăпах киле илсе килчĕ. Валентина Константиновна кĕçĕн хĕрĕн çуртне мар, тÿрех пушар вырăннелле ыткăнчĕ. Ÿкĕтлесе пÿрте илсе кĕрсен те вăрахчен лăпланаймарĕ-ха вăл. Чÿречерен пăхрĕ, пăхрĕ...

«Хĕрĕмсем эпĕ 90 çул тултарнă тĕле курав уçатпăр тесе хавхалантарнăччĕ те пушарччен 2-3 кун маларах мачча çинчен ĕçсене илсе антарнăччĕ. Вĕсене шăлса тасатса нÿхреп çине вырнаçтарнăччĕ. Шел, никама та кĕртсе кăтартаймарăм. Мĕнле-ха вăл пурнăç йĕрки-курки, çыннăн нихăçан та хуйхăсăр пурăнмалла мар», - пăшăрханăвне пытармарĕ Валентина Константиновна. Çав вăхăтрах вăл мана хăй больницăра выртнă чухне кăранташпа ÿкернĕ ĕçĕсене кăтартрĕ. Çав тери хуйхăллă чухне те пултарулăх çынни ÿкерсе чунне йăпатать. Çавăнпа çыншăн юратнă ĕç, киленĕç пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ.

«Аннен килне маларах ЧР Культура министерствинче музей çурт пек шута илтерменшĕн питĕ пăшăрханатăп. Картина пуххине те страхламалла пулнă та... Ырă шухăш пуçа кайран кăна килет-çке»,- ассăн сывларĕ Ираида Илларьевна. Валентина Бочкарева пĕлтернĕ тăрăх - унăн тата ашшĕн хăш-пĕр ĕçĕ Мăн Сĕнтĕрти, Муркашри, Купăрляри музейсенче упранаççĕ.

Тĕрĕссипе, çакнашкал пуянлăха килте упрама хăрамалла пек туйăнать. Раççейре те, ют çĕр-шывсенче те чаплă, хаклă картинăсене вăрланă тĕслĕхсем паянхи кунчченех тĕл пулаççĕ. Шел те, вĕсене аваллăх управçисенчен те йăкăрткалаççĕ. Шупашкарти ÿнер музейĕ картинăсен пĕр пайне туяннă пулсан-и. Вĕсем паянхи кунчченех куракана савăнтаратчĕç. Шел, вĕсем те интересленмен, Валентина Константиновна та сĕнмен. Çитес çул нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче 90 çул тултаркан сăрă ăстине вырăнти влаç та, Муркаш район администрацийĕпе республика ертÿлĕхĕ те инкекре хăвармасса, мĕнпе те пулсан пулăшасса питĕ шанас килет.

Роза ВЛАСОВА

В.БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: