Роза ВЛАСОВА

15 Утă, 2014

«Геологăн 100 професси»

Вăл 46 çул республика тулашĕнче пурăнать пулин те Чăваш Ене юратма пăрахман, тăван чĕлхене манман. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте çут тĕнчене килнĕ Виталий Макаров пирки. 75-ри Виталий Гаврилович пĕр-ик çул каялла кăна ĕçлеме пăрахнă.

11 Утă, 2014

"Ленинăрах пурăнатпăр-ха, Ленина та хурламастпăр"

Паянхи çамрăк ăруран: "Кам вăл Ленин?"- тесе ыйтсан тÿрех татăклă хурав илтейместĕн. Эпир ачапча чухне, октябренок, пионер пулнă вăхăтсенче вара, Владимир Ильича учительсем ăс панипе "Ленин атте" тесе кăна тăраттăмăр... Вăт пурнăç епле улшăнать. Апла пулин те паян републикăн кашни районĕнчех Ленин урамĕ пур.

8 Утă, 2014

Хыпаланма кирлех-ши?

Вăхăт чупнине хÿме тытса чараймăн, малаллах ыткăнать вăл. Тин çеç кăçал ытти çултинчен раснарах - хĕвеллĕрех те ăшăрах - килнĕ çу уйăхĕ пуçланнăччĕ. Халĕ ав çумăрлăрах та сивĕрех çĕртме те хыçа юлчĕ. Этем те хăйĕн ĕмĕрĕнче ялан васкать. Хыпкаланать, вĕткеленет, пĕтĕрĕнет, çаврăнать.

7 Çĕртме, 2014

Çимĕкре курăк сиплĕхĕ çичĕ хут ÿсет

Çимĕк... çитмĕл те çичĕ курăк, çитмĕл те çичĕ çулçă, çитмĕл те çичĕ тымар уявĕ... Çимĕкрен çу вăй илет, вăйă-кулă, савăнăç вăхăчĕ пуçланать. Çимĕкре кашни çынна чун-чĕри çуралнă тăрăхалла туртать.

3 Çĕртме, 2014

И.НИКОЛАЕВА.ÇУМĂР КĔТЕÇÇĔ - ЧŸК ИРТТЕРЕÇÇĔ

Йăла-йĕрке пурăнсан ял пĕтмест. Ку чăнах та çапла. Юлашки çулсенче республикăри чылай хутлăхра ял кунне палăртма тытăнчĕç. Пĕрисем ăна - Çимĕкре, теприсем - Питравра, виççĕмĕшĕсем Илен кунĕнче е Сăпасра паллă тăваççĕ. Çав вăхăтрах Çуллахи Микулара праçнике пухăнакансем те пур. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ачкасси ял тăрăхне кĕрекен Калкассисем, Ачкассисем тата Серенкассисем çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче уявра савăннă. Çуллахи тата Хĕллехи /раштавăн 19-мĕшĕнче пулать/ Микулана /пирĕн тăрăхра ăна Микулнă теççĕ/ ял халăхĕ пысăк праçник вырăнне хурать.

Pages