"Ленинăрах пурăнатпăр-ха, Ленина та хурламастпăр"

11 Утă, 2014

Паянхи çамрăк ăруран: "Кам вăл Ленин?"- тесе ыйтсан тÿрех татăклă хурав илтейместĕн. Эпир ачапча чухне, октябренок, пионер пулнă вăхăтсенче вара, Владимир Ильича учительсем ăс панипе "Ленин атте" тесе кăна тăраттăмăр... Вăт пурнăç епле улшăнать. Апла пулин те паян републикăн кашни районĕнчех Ленин урамĕ пур. Шупашкарта Ленин проспекчĕ тĕп урамсенчен пĕри шутланать. Çав вăхăтрах республикăра икĕ яла В.И.Ленина халалланă. Вĕсем: Йĕпреç тăрăхĕнчи Ленинкасси поселокĕ тата Етĕрне районĕнчи Ленино ялĕ. Эпĕ вара иккĕмĕшне çитсе курас терĕм. Лениносем ял ятне улăштарма шухăшламаççĕ-и паян? Аслашшĕсемпе кукашшĕсем панă ял ячĕпе кăмăллă-и вĕсем? Çак тата ытти ыйтăвĕн хуравĕ кăсăклантарчĕ мана.

Тĕрĕссипе вара республикăра Ленин поселокĕ те иккĕ таранахпулнă. Пĕри 1928 çулта Улатăр хулипе пĕрлешнĕ. Теприче пурăнакансем /Пăрачкав районĕнче/ 1948 çулта Никулино салине куçса кайнă. Вăрманлă тăрăха "пытаннă" Ленинона часах шыраса тупаймарăмăр. Пролетарий поселокĕ тесе çырнине курсан: "Атя, сана кунта юлсан та юрать, коммунистсемпе паллашăн",- шÿтлерĕç ĕçтешĕмсем. "Ленино ăçтарах-ши?"- тесен çынсем пуçĕсене сулларĕç. "Кунта ун пек ял çук",- текелерĕç. Шыракан тупать теççĕ-ха? Ял ятне çырман пулин те ĕмĕтленнĕ çĕре çитрĕм-çитрĕмех. Чăн та, илемлĕ кунта! Йĕри-тавра вăрман, ял çумĕнчех икĕ пĕве. Хула хыççăн сывлăш калама çук уçă. Ленинăра пĕр пĕчĕк урам кăна. "Вăл та Ленин ячĕпе хисепленет. Ленино маларах поселок шутланнă, 1975 çултанпа вара ăна ял теме йышăннă",- уçăмлатрĕç Людмилăпа Геннадий Андреевсем.

Людмила Степановнăпа Геннадий Андреевич каланă тăрăх поселока 1926 çулта Исампайпа Янăмран куçса килнĕ çынсем йĕркеленĕ. Инçех мар 2 хутор пулнă. Унта пурăнакансем каярах поселока куçса килнĕ. "Ял ятсăр пулмасть. Ленина халаллас тенĕ ăна çынсем. Вăл вăхăтра çĕнĕ çак поселок Сĕнтĕр районне кĕнĕ. Ял уявне çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче палăртас тенĕ. Халĕ те пăхăнатпăр çак йăлана. 2011 çулта Май уявĕнче Ленино 85 çул тултарнине уявларăмăр. Праçнике "Пилеш" фольклор ансамблĕ те хутшăннăччĕ. Пирĕн яла, пĕчĕк пулин те, географи карттине çине те кĕртнĕ",- паллаштарчĕ Геннадий Андреевич.

Ял çыннисем палăртнă тăрăх /пирĕн калаçăва Тамара Семенова пенсионерка мăнукĕпе Ксюшăпа хутшăнчĕç/ кăçал кунта 5 çемье кăна хĕл каçнă. Ленинăра паян 19 çурт. Вĕсенчен пĕри çеç пушă, ыттисене хуçисем çуллахи вăхăтра хуласенчен килсе çÿреççĕ. Отпуск вăхăтĕнче те кунтах канаççĕ. Чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Пĕчĕк яла 2005 çулта çут çанталăк газĕ те кĕртнĕ. Анчах шкул та, клуб та, вулавăш та, медпункт та, лавкка та çук. "Малтан та пулман вĕсем. Ял ачисем тăватă çухрăмри Янăм шкулне çÿренĕ. Пĕр вăхăтра Ленинран пĕлÿ çуртне 60 ытла шăпăрлан утаттăмăр. Халĕ вара шкула çÿрекен пĕр ача та çук. Пĕлтĕр Сергей Александров 11-мĕш класс пĕтерчĕ. Культура вучахĕ çукки питех пăшăрхантарман пире. Çамрăк чухне хаваслăччĕ, конюшняра ташлаттăмăрччĕ. Çамрăксем ун çывăхăнче чуччу çакнăччĕ. Лавккана ĕлĕкренех икĕ çухрăмри Аптекпуçне çÿренĕ",- каласа парать Тамара Семенова. Сăмах май, Тамара аппа пулă тытма питĕ кăмллать. Паян акă унăн вăлтине сарă тата шурă караçсем çакланнă. Апла тăк - пулă шÿрпи пăсланатех!

"Хăй вăхăтĕнче ял çыннисем кунта "Луч" колхоз йĕркеленĕ пулнă. Ленинăра лаша, ĕне, сурăх фермисем пулнă. 100 ытла гектар çĕр çинче пахча çимĕç, тыр-пул çитĕнтернĕ. Каярах ăна "Новая жизнь" хуçалăхпа пĕрлештернĕ. Халĕ ял çывăхĕнчи çĕрсене пĕр фермер сухаласа акать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче пирĕн ялта Çĕнĕ Шупашкарти "Химпромăн" хушма хуçалăхĕ вырнаçнăччĕ. Маларах лаша вити пулнă вырăнта вĕсем сыснасем усратчĕç, тепĕр витере вăкăрсене самăртатчĕç. Ялтан пĕр çухрăмра, вăрман хĕрринче, кÿлĕ çывăхĕнче утар тытатчĕç. Шел, çĕн йĕркелÿ хыççăн йăлт саланчĕ",- ассăн сывлать Геннадий Андреевич. Геннадий тетепе Тамара аппа мана та ертсе кайрĕç çав вырăна. Кунта халĕ ĕлĕкхи "çăтмахран" беседкăпа вĕллесене хĕл каçармалли омшанник тăрри кăна юлнă. Маларах вара икĕ хутлă утар çурчĕ те, мунча та, теплицăсем те, чаплă сад та пулнă. Çавра кÿлле халĕ курăк пусса илнĕ. Ĕлĕкрех шăв-шав хуçаланнă вырăнта чарлан кăна тăлăххăн ярăнса вĕçет. Садра улмуççисем пан улмисемпе мăнаçланса лараççĕ. Кунтах чие, хăмла, çĕр çырли, хура хулăхан пиçнĕ. Геннадий Андреевич хушăран "Химпорм" пĕвине / ăна вĕсем çапла ят панă./ пулла çÿрет имĕш. Ир-каç кайăк кăвакалсене курса савăнать. "Ку вырăна пăшисем те час-часах тухаççĕ. Вăрманта вара хир сыснисем пур",- уçăмлатрĕ манăн çĕнĕ пĕлĕшĕм.

Геннадий Андреев Аптекпуçĕнче çуралса ÿснĕ. Ку яла вара, 19 çул каялла, хăйне тăванĕсем çурт вырăнне халалланă хыççăн, куçса килнĕ. Çĕнĕ пÿрт çĕкленĕ. Геннадий Андреевич Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче инженер-конструкторта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ленинăна килсенех вĕсем мăшăрĕпе хăйсене хирĕçле сад лартса ÿстернĕ. Унта улмуççисемпе грушăсем кăна мар, çырла йывăççи те, карта хĕррисемпе хырсемпе чăрăшсем те ÿçсеççĕ. Сад варринче вара - пыл хурчĕсен вĕллисем. Андреевсен тепĕр йăпанăçĕ - качакасем. Пĕр вăхăтра мăйракаллă выльăх шучĕ 16 та та çитнĕ-мĕн. Халĕ çиччĕпех çырлахаççĕ. Людмила Степановна качака сĕтĕнчен çу, тăпăрчă, турăх та тăвать имĕш. Çăмĕнчен вара алсиш-нуски çыхать. Кил хуçипе кил хуçи хĕрарăмĕн тĕк ларма вăхăт çук. Картиш тулли -чăх-чĕп, хур-кăвакал. Кунсăр пуçне Геннадий Андреевич ял илемлĕ пултăр тесе те тăрăшать. Хыт-хурана çулать, униче картине тÿрлетет, ял çумĕнчи пĕвене тасатать, унта пулă тăтăш ярать. Тури пĕве патĕнче канма, шашлăк пĕçерме сĕтелпе тенкелсем те ăсталанă. "Ленинăра паян Тихоновсен килти хуçалăхĕнче кăна икĕ ĕне. Качакана та пирĕнсĕр пуçне тек никам та тытмасть. Маларах вара ялĕпе 22 ĕне пулнă, кĕтĕве черетпе çÿренĕ. Лаша та çук",- пытармасть çут çанталăк тусĕ.

- Çапах та ял ятне улăштарас темен-и эсир?- пĕлес килчĕ манăн.

- Эпир ун пирки шухăшламан та. Улăштармалăх çынни те çук кунта. Историе чĕртсе тăкаймастăн, хисеплемелле ăна. "Эх, эсир халĕ те Ленинăра пурăнатăр",- тесе никам та шăл йĕрмен хальччен.

- Халĕ ялта Ленин портречĕ те юлман-тăр.

- Халĕ чăнах та çук. Маларах колхоз правленинийĕнче те, конюшнăра та пулнă пулас.

- Эсир хăй вăхăтĕнче коммунистсен партине кĕнĕ-и?

- Эпĕ чунра коммунист пулнă, анчах мана партие илмерĕç. Манăн шухăш-кăмăл ертÿçĕсемпе пуçлăхăннисемпе пĕр килместчĕ. Пытармастăп: Мускава черетлĕ командировкăна кайсан мавзолее черет тăрсах кĕрсе курнăччĕ.

Андрреевсен шухăшĕпе Владимир Ильича халалланă ял пĕместех. Чылай çын пенсие тухсан кунта килсе пурăнма тĕв тăвать имĕш. Кÿршĕрех, ав, çĕнĕ çурт çĕклеме хатĕрленеççĕ. Ял çыннисене асфальт çул Ленино патнех çитменни, çуртсене шыв кĕртме çукки пăшăрхантарать. "Хĕллехи вăхăтра ял патне пыракан çула ÿлĕмрен те юртан тасатсах тăччĕр",- терĕç Ленинăсем. Ял ятне вара хăйсемех çырса çапма пултараççĕ. Çăтмах вырăна Андреевсем те, Семеновсем те хулапа тек улăштарас çуках. Çиччĕри Ксюша Ленин кам иккене черет тăрсах пĕлмест пулин те çуллахи каникула ялта ирттерет. Çак юрату малашне те сĕвĕрĕлмест пулĕ-ха. Кам пĕлет, тен, вăл та ÿлĕм кунта килсе тĕпленĕ?

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: