Нурăсра «нурасла» калаçаççĕ
Ял ачисем район центрĕнчи шкула вĕренме кайсан вырăсла ытларах калаçни пирки пĕлтереççĕ пĕлĕшĕмсем. Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарнă май çакна хам курса ĕненес терĕм. Республика варринче вырнаçнă Вăрнар районне суйларăм. Анчах Вăрнар поселокнех çитес темерĕм, Нурăсра /вырăнти халăх ытларах Калинино тет/ чарăнтăм. Нурăссем мĕнле чĕлхепе пупленине итлес тесе чăн малтан пасара çул тытрăм. Кунта кашни кĕçнерни кун - пасар. Унта халăх таврари чылай ялтан пухăнать.
Пасар кунĕ Нурăссемшĕн чăн-чăн уяв пекех. Халăх епле хĕвĕшет! Унта та кунта сутуçăсем хăйсен таварне сĕнеççĕ. Паллах, вырăсла калаçаççĕ. Ытларах вырăсла-чăвашла калаçни хăлхана кĕрет. «Пасха валли çăмарта», «Ах, çил вăйлă, пĕçсене продувать тăвать», «Пасха умĕн уборка тума ведро кирлĕ», «Сĕтел çинче мар та саркалама не удобно», «Рыба йÿнĕ, рыба илĕр», «Для подарка картина туянăр» тата ытти те ... Пулăпа сутă тунă çĕрте сутуçă йĕкĕтпе пĕр хĕрарăмпа хĕр калаçаççĕ, «Санăн свадьба хăçан пулать вара.» - тĕпчет хĕрарăмĕ. «Авланăттăм, анчах пĕр нормально хĕр те çук, пурте сигарет паклаттараççĕ, выпивают, матом калаçаççĕ», - ассăн сывларĕ яш. «Хă, гулять туман, выпивать туман, туртман пацана та тупма çук»,- мăкăртатанçи пулчĕ сап-сарă çÿçлĕ пике. Вĕсен сÿпĕлтетĕвне тек тăнлас килмерĕ - çап-çутă кĕреçене пахалакан ватăсем патнелле пăрăнса утрăм. Сутуçи каллех вырăс пулас, ялтан килнĕ кинемейсем, «Лопата хорошая.» - тесе тĕпчеççĕ. «Шăвăçĕ çÿхе мар-и, ĕçленĕ чухне хуçăлмĕ-и.» - пĕлесшĕн ĕнтĕ вĕсем. Анчах вырăс чĕлхи тăван мар, мĕн шухăшланине йăлтах кирлĕ пек ыйтаймастăн...
Пасарта алă ăстисен ĕçĕсемпе киленесшĕнччĕ, анчах турăш умне çакмалли тĕрленĕ алă шăллипе купăста тÿмелли валашкасăр пуçне тек нимĕн те курмарăм. Аслă кĕпер урлă каçрăм та Гагарин урамнелле пăрăнтăм. Вырăнти халăх пĕлтернĕ тăрăх кунта ĕлĕк вырăссем, улпутсем, пурăннă. Пасар енчи урамра чăвашсем вырнаçнă. Халăхра ăна «Чăваш урамĕ» теççĕ. Халĕ вара Нурăсра чăваш ытларах. Кафе-столовăй - «Çавал», «Нурас» /шел, а сас паллин тăррине лартма маннă/ лавкка ячĕ кунта чăвашсем пурăннине палăртаççĕ. «Нурасра» «нураслах» пуплеççĕ, вырăсла-чăвашла. «Çавалта» «рыба» çиеççĕ... Автостанцире те вырăсла пуплени кăна илтĕнет.
Шкул çумĕнчи стадионта аслă класра вĕренекен арçын ачасем футболла вылянине сăнарăм. «Эй, иди сюда», «Вот и действуй», «Где вы шляетесь», «Я же тебя не пинал», «У него уличные кроссовки», «Ваня, все равно бы не попал», «Я твой-твой», «Лови-лови»... Тахçанччен тăнларăм пулин те чăвашла сăмах илтеймерĕм. Ун вырăнне хутлă-хутлă сăмахсем хăлхана хуптĕрлерĕç... Пĕлÿ çурчĕ те чăн чăвашла «Килĕрех» тесе мар, «Мы вам рады» тесе çырнипе кĕтсе илчĕ. Алăка уçрăм та чăн малтан «2014 год - год Культуры» тени куç тĕлне пулчĕ. Ытти стендпа паллашатăп, «Доска почета», «Детское творчество», «Семья и школа», «Мир глазами детей», «Визитка школы», «Калининская школа», «Ваш дом - земля», «Все работы хороши», «Расписание уроков», «Край родной», «Кабинет труда», «Кабинет русского языка»... Йăлт вырăсла! Чăвашла çырнине нимĕн те тупаймастăп. Хирĕç пулакан ачасем хама «Здрастье те здрастье» теççĕ. «Эсир Алиса Вячеславовна мар-и.» - ыйтатăп тăпăлкка кĕлеткеллĕ вĕрентекенрен. «Нет, я другая!» - типпĕн хуравларĕ хайхи. Пытармастăп, хама хулари шкула лекнĕнех туйрăм. Алиса Яшнова вара асăннă шкулта 5-11-мĕш классене чăваш чĕлхине вĕрентет. Людмила Терентьева çамрăк ăрăва тăван ен культурипе пĕлÿ парать.
Нурăс шкулĕнче 286 ача пĕлÿ илет. Вĕсем кунта таврари 7 ялтан çÿреççĕ. Пĕлÿ çуртĕнче, шел те, чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче пĕлÿ памалли программăпа вĕрентеççĕ. Алиса Вячеславовна каланă тăрăх - яланах çапла пулнă. Хăй вăл кунта 1998 çултанпа вăй хурать. Сăмах май, Вăрнар районĕнче тата 3 шкулта /Вăрнарти 1, 2-мĕш тата Кульцаври шкулсенче/ вырăс программипе вĕрентеççĕ. «Ачасем ялсенче чăвашлах пуплеççĕ. Нурăс шкулне килеççĕ те вырăсла сăмахлама тытăнаççĕ. Начар çак пулăмăн тымарĕ ача садĕнченех килет. Унтах ачасене вырăс программипе хатĕрлеççĕ. Мăшăрăм иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче асăннă шкулта пĕлÿ илнĕ. Ун чухне чăваш чĕлхине пурне те хистесех вĕрентмен-мĕн. Кам кĕрес тенĕ урока - кĕнĕ. Кăмăл туманни - вĕренмен», - пĕлтерет Алиса Вячеславовна. Таврари ялсенчен килекенсене Нурăссем «деревня» тесе «шăл йĕрнĕ». Хăйсем вара «городскойсем» шутланнă...
Нурăса «хула сĕмĕ» кĕртекенĕсем педагогика училищи, 24-мĕш училище, шкул интернат, ача çурчĕ пулнă. Людмила Терентьева каланă тăрăх - шкулти вĕрентекенсен канашĕнче /педсоветра/ Алиса Вячеславовна кăна чăвашла калаçать. Людмила Михайловна, «Чăн чăваш ачисене вĕрентес килет», - тет. Алиса Яшнова вара çак тапхăрта хула шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентмелли программăпа ĕçлеме хăнăхса çитрĕм терĕ. Плакатсемпе стендсене, пÿлĕм ячĕсене мĕншĕн чăвашла çырманни пирки сăмах пуçартăм та вăл татăклăн нимех те калаймарĕ. Куншăн вăл кăна яваплă мар-çке. Вăл тăван чĕлхепе пĕлÿ пама килĕшнине те пытармарĕ. Чăваш чĕлхин кунне уявлама вĕрентекен пуçарнипе наци тумне те çĕлетнĕ. Кăçал Чăваш чĕлхин кунĕнче Нурăссем чăваш сăввисене вулĕç, чăваш юррисене шăрантарĕç, ташшисене ташлĕç. Чăваш наци апачĕн куравне йĕркелеме те палăртнă. Алиса Вячеславовнăн вĕренекенĕсенчен чăваш чĕлхи учителĕсем те /пурĕ тăххăрăн/ тухнă. Шкул вулавăшĕнче «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш», «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатсем, «Самант», «Капкăн», «Тетте», «Халăх шкулĕ» журналсем пурри, паллах, кăмăла çĕклерĕ.
Нурăсри садике паян 131 ача çÿрет. «Ача сачĕ уçăлнăранпах /1981 çултанпа/ вырăс программипе ĕçлетпĕр. Вăтам, аслă, шкула кайма хатĕрлекен ушкăнсенче чăваш чĕлхипе занятисем ирттеретпĕр. Ачасене 15 ялтан илсе килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне садике яма хатĕрлесе килĕнчех вырăсла калаçтарать. Шкулта вĕренме йывăр пуласран та хăраççĕ вĕсем. Манăн мăнукăм та кунта çÿрет. Унпа çуралнăранпах вырăсла калаçатпăр»,- пĕлтерчĕ ача садĕнче воспитательте 33 çул ĕçлекен Нина Павлова. Çав самантра уçăлма тухнă хĕр пĕрчисенчен пĕри Нина Григорьевна патне чупса пычĕ те, «А Аня не хочет со мной играть»,- терĕ. Чылайччен пăхса тăтăм эпĕ вырăсланнă, вырăслатнă чăваш ачисем çине... Шкул умĕнче вылякан хĕр ачасем те вырăсла калаçсах ăсатрĕç мана... Çапла вара тăван чĕлхерен писсе пырасси шкултан кăна килмест. Унăн тымарĕ - çемьере. Ача садĕнче вара вăл хунав яма тытăнать. Пĕлÿ çуртĕнче ешерме пуçлать, Шупашкара е ытти хулана вĕренме кайсан чечеке ларать... Кĕçех унăн çимĕçĕ те пулĕ...
n Роза ВЛАСОВА