Чăваш туйне тавăрасчĕ

1 Ака, 2014

Чăваш туйĕ - чăн-чăн театр, унăн йăли-йĕрки питĕ пуян. Апла пулин те вăл паянхи çамрăка илĕртмест. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç ăна хăйнешкел, çĕнĕлĕхсем хушса йĕркелесе ирттерет. Çав вăхăтрах ытти тĕрĕк халăхĕ ĕлĕкхи туй йăли-йĕркине пăхăнать. Пирĕн те туйăн хăш-пĕр элементне чĕртсе тăратма май çук-ши?

Мĕншĕн чăвашсем хĕре уйăх пĕтнĕ кун тата тата уйăх тăхринче /çĕнĕ уйăх çурални тăххăрмĕш кун/ хĕр çураçмаççĕ тата типпе кĕрсен, уйăх пĕтнĕ кун туй тумаççĕ? Мĕншĕн хĕр çураçма нихăçан та кукăль пĕçермеççĕ? Мĕншĕн тата ун чухне сĕтел çине вакă çимĕç лартмаççĕ? Кун пирки тĕплĕнрех "Публицист шухăшĕнче" вуласа пĕлме пултаратăр.

Рубрика: