Калăм, вирĕм, сĕрен тавра...

Чăваш халăхĕ юрă-кĕвĕпе, сăмахпа, тĕрĕпе кăна мар, ытти тĕрĕк халăхĕ пекех йăла-йĕркепе те питĕ пуян. Çак пуянлăх пирки пирĕн уйрăмах кăçал - Культура çулталăкĕнче ытларах калаçмалла тата çырмалла. Паян манăн чăвашсен çуркуннехи йăли-йĕрки пирки сăмах пуçарас килет. Халăхăмăрăн хăш-пĕр уявне хĕрсемпе хĕрарăмсем кăна хутшăнаççĕ /тĕслĕхрен, Хĕр акине/, е арçынсем кăна йĕркелесе ирттереççĕ. Сĕрен /е Вирĕм/ шăпах çакнашкаллисен йышне кĕрет.

Сĕрен ялти усал-тĕселе, чир-чĕре хăваласа кăлармалли йăла уявĕ пулнă. Ăна тĕрлĕ çĕрте расна вăхăтра ирттернĕ. Ытларах чухне - ыран Мăн кун тенĕ кун. Е пĕр кун, е эрне маларах. Е тата Мăн кун эрнинче, Мăн кун эрнин иккĕмĕш кунĕнче тата ытти те. Сĕрене çулла çимĕк умĕн ирттерни те пулкаланă. Кашниех çак кун пилеш, хăва, шăлан е çĕмĕрт хулли хатĕрленĕ. Çавăн пекех чавса вăрăмăш хăма татăкĕсенчен шакăртма тунă. Ăна сĕрен тенĕ. Çакăнтан уяв ячĕ пулнă. Сĕрен «хăвалас» пĕлтерĕшлĕ пулни пирки те ăнларни пур. Сĕрен кунĕнче çынсем ял хĕрринчи пÿрте пухăннă. Çав çуртăн масар енче лармалла пулнă. Ытларах каччăсемпе вăй питти арçынсем пуçтарăннă. Ватăсене те йыхравланă. Йăла-йĕркене ирттерекенсем ĕç тумалли ятарлă çынсене суйланă. Шăпăрçа шăпăр каласа юрлаттарнă, ташлаттарнă. Икĕ çын çăмарта, кукăль, сăра пухнă. Тата иккĕн çимĕç паман кил-çурт ан юлтăр тесе тĕрĕсленĕ. Сĕренçĕсем виçĕ ушкăна пайланса ял тăрăх кайнă. Пĕрле пĕр ушкăнпа çÿренисем те пулнă. Кашни ушкăн ытларах шавлама тăрăшнă, сĕрен шакăртмипе, сĕрен туйипе, шăпăрпа, параппанпа сас кăларнă. «Сĕрен! Сĕрен! Кам Сĕрене кÿртет?» - кăшкăрнă вĕсем. Йыхравлакансем патне кĕрсе аслăраххисем сăра ĕçнĕ, çамрăкраххисем ташланă, юрланă.

Пÿрте кĕрсен сĕренçĕсем кил хуçисене пилеш хуллипе «Чир-чĕр кайтăр!» тесе çапса илнĕ. Ял тăрăх утнă чухне те кашни тĕл пулакана, кил-çурта, хуралтăна, выльăх-чĕрлĕхе хулăпа лектернĕ. Çапла ялтан чир-чĕрпе усал-тĕселе хăваланă. Ир енне, хĕвел тухнă вăхăтра, калпакĕсене, çири тумне хывса çÿлелле ывăтнă: «Чир-чĕр кайтăр! Сĕрен!» - тесе кăшкăрнă. Шăпăр кĕввипе ташлакаласа пĕтĕм чир-чĕртен, усал-тĕселтен тасалас тĕллевпе шыва та кĕнĕ.

Вирĕм - тури чăвашсен /ытларах Етĕрне тăрăхĕнчисен/ усал-тĕселе хăваласа ямалли уявĕ. Вирĕме Мăн кун умĕнхи эрнере кĕçрени кун е эрне кун ирттернĕ тĕк, Сĕрене эрне кун е шăмат кун уявланă. Йăлана кĕнĕ календарь тăрăх вара Сĕрене яланах Калăм кун хыççăн паллă тунă. Вирĕме Мăн кун умĕн кăна ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - тасалса «Аслă куна» хатĕрленесси. Çак уявра тĕп çиме - пăтă тата çу мăйри /хăш-пĕр çĕрте ăна йăва е йăвачча теççĕ/ пулнă. Ăна ял халăхĕнчен пухнă кĕрперен, çăнăхран пĕçернĕ. Вирĕме Вирĕм пуçĕ е Хăрпан ертсе пынă. Тутарсен календарĕнче - Сэрэн, çармăссен - Сурем, удмуртсен Акаяшка - Сурем пур. Хăш-пĕр тĕрĕк халăхĕн вăл Сурен ятлă. Тимур похочĕсен вăхăтĕнче те ăна асăнни тĕл пулать. Вирĕм е Сĕрен вăхăтĕнче арçын ачасемпе йĕкĕтсем тĕн йăли-йĕркине кăна мар, арçынсен хăйсене мĕнле тытмаллине те вĕреннĕ.

Пирĕн тăрăхра /Трак енче/ ваттисем Вирĕм пирки калаçнине ас тумастăп. Анчах вĕсем ялти чи хисеплĕ хĕрарăм - Вера акай - ял кĕтĕвĕ пĕрремĕш хут уя тухнă кун уяв йĕркелени пирки каласа паратчĕç. Çак кун вăл кăшăлпа çавра чăкăт, çÿхÿ, йăва пĕçерсе тухнă. Вĕсемпе кĕтÿ хăвалакансене хăналанă. «Кĕтÿ ачисем кăçал тутă çÿреччĕр», - тенĕ. Унтан ял хапхине уçса чи лăпкă ĕнене пилеш е уртăш хуллипе хăваланă. «Çу каçа кĕтÿ лайăх çÿретĕр», - тенĕ. Патăрьел районĕнчи Упамсем пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем Сĕрен пирки ашшĕсем каласа панине лайăх ас тăваççĕ. Çав кун арçынсем хуп /çăка хуппинчен/ тăхăнса çÿренĕ. Выльăх-чĕрлĕхе, хирĕç пулакана хулăпа ыраттармаллах çапнă.

Красноармейски районĕнче эпĕ мĕн ачаран Калăм каç /ыран Мăн кун тенĕ кун/ тенине илтнĕ. Çав каç аслисем пăшалтан перетчĕç, хĕрарăмсем картише е пахчана çунă япала çакмалла мар тетчĕç. Вĕсене килсе тустарма, вăрлама е варалама пултараççĕ тетчĕç. Аслисене кура арçын ачасем те хăйсем ăсталанă пăшалтан перетчĕç, хĕр ачасене хăрататчĕç. Вăрнар тăрăхĕнче вара Мăн кун е Çимĕк умĕн утă капанĕсене, çурт пурисене салатса, аркатса çÿренĕ-мĕн.

Авалхи йăла-йĕркепе Калăм - вилнĕ йăхташăмăрсене аса илмелли çурхи йăла пулнă. Вăл эрнене тăсăлнă. Çав эрне çулталăкри юлашки эрне шутланнă. Çапла вара Калăм - Çĕн çула /Мăн куна/ кĕтнĕ май кивĕ çула ăсатни /пушăн 14-20-мĕшĕсенче пулнă/, вилнисене асăнни шутланнă. Калăмăн пĕрремĕш кунĕ «Çурта кунĕ» ятлă пулнă. Пушăн 20-мĕшĕнче вилнисене асăннă, Киремет вырăнĕнче чÿк ирттерсе вилнисен чунĕсене парне хывнă. Ятарласа Калăм сăри вĕретнĕ. Мăн кун умĕн малтанхи кун мунча хутнă, кил хуçисем хăйсем кĕрсе тухнă хыççăн вилнисен чунĕсене мунчара çапăнма чĕннĕ...

Халĕ чăваш ялĕсенче Калăм, Вирĕм, Сĕрен йăли-йĕркине пĕрле пухăнса ирттермеççĕ. Чăн та, унашкаллисем пур тăк - пире пĕлтерме ыйтатпăр. Хаваспах пырса курăпăр, хаçатра çырса кăтартăпăр. Çÿлерех асăннă йăла-йĕрке пурнăç, самана улшăннă май манăçса пынă. Апла пулин те вĕсем пирки пĕлни пăсмасть, пирĕн, çамрăксен, тавра курăмне анлăлатать çеç. Çамрăк ăрăва культура мероприятийĕсенче вĕсен пирки каласа памаллах.

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.