Роза ВЛАСОВА

6 Çурла, 2015

Энтриелсен "Чĕкеçĕ" чăвашла "чĕвĕлтетет"

Августăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Йĕпреç тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах Михаил Васильевич Энтриелĕнчи К.Е.Евлампьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулпа паллашрĕ. Ăна кунта ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Йĕпреç район пуçлăхĕ Александр Яковлев, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров, Энтриел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев, шкул директорĕ Андрей Треньков кĕтсе илчĕç. Энтриелсемшĕн çак кун нумайлăха асра юлĕ. Мĕншĕн тесен кунта шкул çулне çитмен ачасен 25 вырăнлă "Чĕкеç" ушкăн уçăлчĕ.

30 Утă, 2015

Тĕнчене кăтартмалли пурах пирĕн

«Ăша кĕмен, шухăш-туйăма чĕпĕтмен ĕçшĕн хута та варалама кирлĕ мар», - çырнă хăй вăхăтĕнче Николай Теветкел поэт. Республикăн тĕп хулинчен аякра вырнаçнă чăваш ялĕнче паллашнă картинăсем, чăнах та, чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Хускатрĕç кăна та мар, асăмра нумайлăха юлĕç.

28 Утă, 2015

Турхан, Турхан, каймастăн эс асран!..

"Ăша кĕмен, шухăш-туйăма чĕпĕтмен ĕçшĕн хута та варалама кирлĕ мар", - çырнă хăй вăхăтĕнче Николай Теветкел поэт. Республикăн тĕп хулинчен аякра вырнаçнă чăваш ялĕнче паллашнă картинăсем, чăнах та, чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Хускатрĕç кăна та мар, нумайлăха асăмра юлĕç.

24 Утă, 2015

Кулак хĕрĕ

Пăрчăканпа танлаштарас килет ăна. Çулĕсемпе ватлăхалла кармашнă пулин те яланах вăр-вар, йăпăр-йăпăр çÿрет вăл. Кунĕпех килти хушма хуçалăхра кăштăртатать. Ирĕклĕрех вăхăт тупăнсан - тÿрех хаçат-журнал, кĕнеке вулама пикенет, сăмахкаçмăш тупсăмĕсене тупать.

24 Утă, 2015

Пĕтнĕк - хĕрарăмăн, хĕрлĕхен курăкĕ - арçыннăн...

Çулла - çырла, курăк, чечек, пахчаçимĕç вăхăчĕ. Анчах сиплĕ курăка та пĕлсе тата хăйĕн вăхăтĕнче пухмалла. Унсăрăн курăк сыватма кăна мар, чире яма та пултарать-мĕн...

Pages