Роза ВЛАСОВА

19 Çу, 2015

«Алпамыш» чăвашла янăрать

Чăваш Енре 100 ытла наци пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ наци-культура пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Çав шутра - узбексем те. Ăна Абдували Ергашев ертсе пырать. Узбексем Чăваш Енре ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.

6 Çу, 2015

Лайăх хуняма хĕр тупать...

«Телейлĕ çемьесем пурте пĕрешкел», - теççĕ халăхра. Чăнах та çапла-ши? Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапашра пурăнакан Зоя Петровнăпа Иван Иванович Мартьяновсем патĕнче пултăм. Вĕсем мана питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Ĕçчен мăшăр 50 çул ытла килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнать.

28 Ака, 2015

Кăвакарчăн куçĕ çак инкеке манма памĕ

«Тавах сире пирĕнпе пулнишĕн» - çакăн пек плакатсем, чăваш, раççей, эрмен ялавĕсем тата шурă хăмпăсем йăтнă эрменсен пĕр ушкăнĕ Канаш хулинчи тĕп урампа утса Мухтав монуменчĕпе Астăвăм çулăмĕ патне çитсе чарăнчĕ. Кашниех кăкăрĕ умне 5 çеçкеллĕ кăвак чечек - кăвакарчăн куçĕ /незабудка/ - çирĕплетнĕ.

24 Ака, 2015

Пирĕн Нарсписене килсе курсамăр!

Лайăххин, хитрин чикки çук. Çакна Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче уçăлнă «Нарспи сăнарĕ - пуканесенче» куравра тепĕр хут ĕнентĕм. Экспозицире - ÿнер уйрăмĕнче вĕренекенсен 85 ĕçĕ. /Ăсталăха вĕрентекенĕсем - Татьяна Шарковăпа Наталья Петрова/.

14 Ака, 2015

Кăçалхи пек март уйăхне курман Е çуркунне шыв юхмаллах!

Тĕлĕнмелле те, анчах çанталăк нихăçан та юраса пĕтереймест çынна. Кĕтнĕ шăрăх килсен ытлашши шăрăх пек, кĕтнĕ çумăр çума пуçласан хăçан уяртать-ши тесе пăшăрханатпăр... Çавăн пек ачаш кăмăллă вăл этем тени. Ырă çанталăка кĕтсех иртет ĕмĕрĕ.

Pages