«Алпамыш» чăвашла янăрать

19 Çу, 2015

Чăваш Енре 100 ытла наци пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ наци-культура пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Çав шутра - узбексем те. Ăна Абдували Ергашев ертсе пырать. Узбексем Чăваш Енре ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем «Туслăх кăшăлĕ» фестивальте çулсеренех малти вырăнсене тухаççĕ. Мартăн 21-мĕшĕнче уявлакан Навруз уявĕнче те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа тĕрлĕ наци çыннисен командисен йышĕнче футболла выляса 3-мĕш вырăна тухнă. Çак кунсенче вара узбексемшĕн хĕпĕртемелли, мăнаçланмалли тепĕр сăлтав пур - узбек халăхĕн эпосĕ «Алпамыш» чăвашла пичетленсе тухнă! Вăл икĕ кĕнекерен тăрать. Ăна вырăсларан чăвашла Николай Кушманов куçарнă.

«Алпамыш» чăвашла кун çути курнă ятпа узбексем Чăваш наци библиотекинче уяв каçĕ ирттерчĕç. Унта ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин этноконфессисен хутшăнăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Сергей Казаков, Чăваш Енри узбексен культура центрĕн президенчĕ Абдували Ергашев, Николай Кушманов куçаруçă, чăваш çыравçисем, массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, Шупашкарти аслă шкулсенче вĕренекенсем, литературăпа искусствăна кăмăллакансем, узбексем хутшăнчĕç. «Тинех эпир узбек эпосне чăвашла вулаятпăр! Пирĕншĕн вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн халăхсен тымарĕ - пĕр. Ытти тĕрĕк халăхĕн те хăйсен эпосĕ пур. Анчах узбексен эпосĕ – чăн авалхисенчен пĕри. Çав вăхăтрах «Улăп» тата «Алпамыш» пĕрешкелтерех илтĕнеççĕ. Паян эпĕ куçаруçăна Николай Константиновича пысăк ĕç тунăшăн тав сăмахĕ каласшăн. Пĕр-пĕрин хайлавĕсене куçарни туслăха тата та çирĕплетме пулăшать», - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Сергей Казаков. Абдували Ергашев палăртнă тăрăх - вĕсем ку ĕçе Раççейре иртекен Литература, Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкĕсене халалланă. Абдували Ергашев та куçаруçăна Чăваш Енре тĕпленнĕ мĕнпур узбек ячĕпе чĕререн тав турĕ, Узбексен культура центрĕн дипломĕпе чысларĕ. Николай Кушманов та парăмра юлмарĕ, «Алпамышăн» хăшпĕр сыпăкне чăвашла вуласа пачĕ. Питĕ хитре янăрать иккен вăл чăвашла! Сăмах май, Николай Константинович маларах Библие, Омар Хаямăн рубайĕсене, Алишер Навоин газелĕсене, Саади Ширазин хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

Çывăх тăвансен произведенийĕсене куçарса эпир тымарсене паркалантаратпăр, туслăха, хутшăнăва çирĕплететпĕр. Эпос вăл - пĕтĕм халăх пурнăçĕ. Николай Кушманов питĕ пысăк ĕç тунă. Эпĕ узбек литературине чылай вуланă, питĕ кăмăла килет вăл мана», - терĕ Светлана Асамат поэт. Вăл узбек поэтессисен Зульфиян сăввисене янăравлă та уçă сассипе вырăсла тата чăвашла вуласа пачĕ, Абдували Ергашева хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ. Уяв каçне узбек юрри-кĕвви илем кÿчĕ. Чăн-чăн узбек пловĕсĕр епле праçник пултăр-ха? Сăмах илемĕпе киленме пухăннă кашнинех узбек наци апачĕпе сăйларĕç.

Манăн вара пăнчă лартиччен «Алпамыш» çинчен кăштах каласа хăварас килет. Вăл культура пуянлăхĕ шутĕнче «Давид Сасунский», «Витязь в тигровой шкуре», «Манас», «Калевала» тата ытти эпикăлла произведенисемпе юнашар тăрать. Унта узбек халăхĕн нумай ĕмĕрсенчи историйĕ курăнать, халăх хăйĕн ирĕклĕхĕшĕн, тĕрĕслĕхе çирĕплетессишĕн тата пурнăçри тăнăçлăхшăн, этемлĕхĕн çÿллĕ идеалĕсемшĕн кĕрешни Алпамыш паттăр çинчен калакан хайлавсем, ахăртнех, 14-17 ĕмĕрсенче йĕркеленсе кайнă. Вăл вăхăтра Вăтам Азири халăхсем джунгар ертÿçисене - хунтайджисене хирĕç кĕрешнĕ. Тĕпчевçĕсем çакна палăртаççĕ: асăннă эпосра узбек халăхне кăна тивĕçлĕ наци стилĕ, поэтикăлла сăнарлăх, йăла-йĕрке туллин те илемлĕн курăнать, халăхăн ăслăлăхĕ, унăн чĕлхи палăрать, вăл ыттисенчен уйрăлса тăрать.

Мĕнех, вулаканăм, эсĕ те «Алпамыша» чăвашла вуласа пăхма пултаратăн. Ăна тĕп хулари кĕнеке лавккисенче туянма тата вулавăшсенче илсе ăша хывма пулать.

Роза ВЛАСОВА

Рубрика: