Комментари хушас

28 Ака, 2015

Кăвакарчăн куçĕ çак инкеке манма памĕ

«Тавах сире пирĕнпе пулнишĕн» - çакăн пек плакатсем, чăваш, раççей, эрмен ялавĕсем тата шурă хăмпăсем йăтнă эрменсен пĕр ушкăнĕ Канаш хулинчи тĕп урампа утса Мухтав монуменчĕпе Астăвăм çулăмĕ патне çитсе чарăнчĕ. Кашниех кăкăрĕ умне 5 çеçкеллĕ кăвак чечек - кăвакарчăн куçĕ /незабудка/ - çирĕплетнĕ. Çулсеренех апрелĕн 24-мĕшĕнче çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан мĕнпур эрмен Осман империйĕнче 1,5 миллион эрмен халăхне тĕп тунине хурланса аса илет. Кăçал вара эрмен геноцичĕ пулнăранпа çĕр çул çитрĕ.

Геноцид - грек чĕлхинчи .enos /йăх/ тата латин чĕлхинчи ceado /вĕлеретĕп/ - пĕтĕм тĕнчери халăха е халăхсен пĕр ушкăнне пĕтерес тĕллевпе тунă преступлени. 1915-1922 çулсенчи эрмен халăхĕн геноцичĕ - XX ĕмĕрти чи хăрушă пулăмсенчен пĕри. Иртнĕ эрнекун Чăваш Енре пурăнакан эрменсем те çак пулăмпа çыхăннă мероприятисем, митингсем ирттерчĕç. Вĕсем республикăн тĕп хулинче те, Канашра та пулчĕç. Асăннă хулари Эрмен общини Астăвăм çулăмĕ патне чечек хурассине кăçал пуçласа йĕркеленĕ.

Мероприятие эрмен çемйисем, Канаш хулин тата район администрацийĕн специалисчĕсем, массăллă информации хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, хула çыннисем хутшăнчĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.