Комментари хушас

24 Ака, 2015

Пирĕн Нарсписене килсе курсамăр!

Лайăххин, хитрин чикки çук. Çакна Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче уçăлнă «Нарспи сăнарĕ - пуканесенче» куравра тепĕр хут ĕнентĕм. Экспозицире - ÿнер уйрăмĕнче вĕренекенсен 85 ĕçĕ. /Ăсталăха вĕрентекенĕсем - Татьяна Шарковăпа Наталья Петрова/. Çавăн пекех - К.В.Ивановăн П.Сизов, Праски Витти, А.Миттов, Э.Юрьев илемлетнĕ «Нарспи» кĕнекисем.

Пукане ăсталакансенчен чи çамрăккисем - сакăр çулти Глеб Верещагинпа Виктория Егорова, аслисем - вунпиллĕкри Дарья Петровăпа Татьяна Аверьянова - хăйсен диплом ĕçĕсене тăратнă.

Çак хăйнеевĕр курава пуçа­раканĕ тата йĕркелекенĕ - РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей тата Чăваш Ен Художникĕсен союзĕн членĕ Татьяна Шаркова. Курава уçнă хыççăн Людмила Александрова библиотекарь К.В.Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, «К.В.Иванов чăваш халăхĕ валли хăварнă пуянлăх» электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Кураври кашни Нарспи - расна та хăйнеевĕр, вĕсем çипуçĕпе, тĕрри-эрешĕпе, сăн-сăпачĕпе уйрăлса тăраççĕ. «Нарсписем» вирьял, анат енчи тата анатри тумсемпе. Çуллахи, хĕллехи кĕпесемпе, тутăрпа, сурпанпа, тухьяпа, хушпупа, теветпе, кĕвентепе, витрепе... Пурте капăр, хитре. Куç тулли илем! Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.