Роза ВЛАСОВА

18 Çурла, 2015

Шупашкар - спорт хули, Раççейре чи лайăххи

Республикăн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн кун йĕркин хальхинче пирвайхи ыйтăвĕ халăха диспансеризаци кăларасси пулчĕ.

Чăваш Республикинче 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче халăхăн ятарлă ушкăнĕ диспансеризаци ирттернин кăтартăвĕсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ.

18 Çурла, 2015

Клубсăр ялти "хĕвел çути"...

Яла юлнăшăн, кунтах çемье çавăрнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест вăл. "Атте-аннепе юнашар пулни аванрах", - тет. Юратнă ĕç пурри те ăна хавхалану, вăй-хăват кÿрет. Çапла шутлать Улатăр тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеçри Марина Лебедева. Марина Геннадьевнăна Кивĕ Эйпеçсен Нарспийĕ те, Салампийĕ те... теме пулать.

12 Çурла, 2015

«Тĕлĕкре халĕ те танкпа çÿретĕп»

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелтен хăй вăхăтĕнче Афган вăрçине 21/!/ каччă хутшăннă. Телее, вĕсем пурте çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн таврăннă.

10 Çурла, 2015

Унăн пĕркенчĕкне Нарспи те тиркемĕччĕ

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Любовь Вазюковăн хăтлă хваттерĕнче картина галерейинчи пекех. Мĕн тĕрлĕ кăна тĕрĕ çук-ши кунта! Куç тата чун валли мĕн чухлĕ хĕпĕртев! Тĕрлекенсем пирĕн Чăвашра чылай. Нумайăшĕпе паллашма тÿр килнĕ мана. Вĕсем кашни хăйне май интереслĕ.

Pages